Чӑваш Ен Раҫҫейри юрӑ-кӗвӗ проекчӗн ҫӗнӗ пуҫарӑвне хутшӑнать 

Чӑваш Ен Раҫҫейри паллӑ музыкант, композитор Тимур Ведерников йӗркелесе пыракан "Музыка вместе" проектӑн ҫӗнӗ пуҫарӑвне хутшӑнать. Унӑн ячӗ - "Песни великой страны. С любовью из Приволжья". Атӑл тӑрӑхӗнчи 14 региона пӗрлештерекен проектӑн пултарулӑх ушкӑнӗ ҫак кунсенче Шупашкарта ӗҫлерӗ. 

Проекта хутшӑнакансем 7 юрӑ шӑрантараҫҫӗ. Вӗсене пӗлмен-илтмен ҫын ҫук та пулӗ - "Течёт река Волга", "Вместе весело шагать", "Наш сосед" - кашниех халӑх юратакан хайлав. Тимур Ведерников хӑй ушкӑнӗпе Атӑл тӑрӑхӗнчи федераци округӗнчи мӗнпур региона ҫитме палӑртнӑ. Чӑваш Ен ҫак ҫул ҫӳревре виҫҫӗмӗш пулчӗ. Унччен маларах паллӑ музыкант Чулхулапа Саратов тӑрӑхӗнчи артистсемпе курнӑҫнӑ. Пирӗн республикӑран ҫак проектра Чӑваш патшалӑх филармонийӗн юрӑҫисемпе ушкӑнӗсем, Чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин "Служу Отечеству" тата Шалти ӗҫсен министерствин "Талисман" ансамблӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 

Атӑл тӑрӑхӗнчи округра тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑсенчен пӗрне наци чӗлхипе ҫыртарас терӗмӗр, - тет Тимур Ведерников. Татьяна Куртукова репертуарӗнчи "Матушка-земля" хайлава чӑвашла "Ҫавал" ансамбль шӑрантарать. Чӑваш Енре питӗ пултаруллӑ юрӑҫсем пулнине, Шупашкар хули илемӗпе тыткӑнланине пӗлтерчӗ Тимур Ведерников. Чӑваш чӗлхин ҫепӗҫлӗхне те палӑртрӗ. 

Студире сасса ҫырса илнӗ хыҫҫӑн республикӑри илемлӗ те паллӑ вырӑнсенче клип ӳкереҫҫӗ. Наци ҫи-пуҫӗпе халӑх музыка инструменчӗсем ӑна тата пуянрах тума пулӑшӗҫ. Кайран тӗрлӗ регионта ҫыртарнӑ юрӑ йӗркисене пӗр композицие пуҫтарӗҫ. "Песни Великой страны. С любовью из Приволжья" проекта Культура пуҫарӑвӗсен Президент фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе эпир кӗркунне пахалама пултарӑпӑр. 

Екатерина Фомина, Юрий Марков