Чӑваш Ен "Единая Россия" партин пуҫламӑш уйрӑмӗсене ҫирӗплетет

Ҫак кунсенче Обществӑлла пулӑшу штабӗнче анлӑ ларура пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пачӗҫ. 

Канашлӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи Полномочиллӗ представителӗ, пуҫламӑш уйрӑмсен регионти Канашӗн ертӳҫи Алексей Ладыков ертсе пычӗ. Тӗп ыйту - авӑн уйӑхӗнчи Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗ умӗн парти речӗсене пӗрлештерсе ҫирӗплетесси. Пуҫламӑш уйрӑмсем - парти никӗсӗ. Шӑпах вырӑнти секретарьсем кулленех ентешӗсен ыйтӑвӗсене тишкереҫҫӗ, картиш, шкул, ял, поселок йывӑрлӑхӗсене татса параҫҫӗ.

"Пирӗн тӗллев - Канаш тытӑмне ҫӗнетесси, ертсе пыма пултаракан хастарсене явӑҫтарса муниципалитетсенчи координаторсен ӗҫне кирлӗ пек йӗркелесси. Ҫапла майпа тин ҫыхӑну шанчӑклӑ пулӗ", - палӑртрӗ Алексей Олегович. Пуҫламӑш уйрӑмсене пулӑшассипе Чӑваш Ен ҫаплипех малти вырӑнта. 2 ҫулта регион тата ҫӗршыв шайӗнче ҫӗнтернӗ секретарьсене панӑ пулӑшу гранчӗ 3 миллион та 600 пин тенкӗпе танлашнӑ. Пирӗн регионӑн ӗҫ опытне ҫӗршыв шайӗнче те шута илнӗ. Кӑҫал Чӑваш Ене федераци конкурсӗнче уйӑрнӑ укҫа 3 миллион таран ӳснӗ. "Ҫитӗнӳ тӑвакана асӑрхаҫҫӗ, малалла ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ", - терӗ Алексей Ладыков. 

Алиса Александрова, Николай Скворцов