Ҫӗршывӑн паттӑрла историне аса илчӗҫ

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Сталинград хулине ирӗке кӑларнӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ. Ҫар мухтавӗн кунне халалласа Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем студентсемпе ӑс-тӑн вӑййи ирттерчӗҫ. Хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслес текенсем Чӑваш патшалӑх университечӗн 3-мӗш общежитине пуҫтарӑнчӗҫ.

"Высота 102". Пӗтӗм Раҫҫейри ӑс-тӑн вӑййине ахальтен мар ҫакӑн пек ят панӑ. Хальхи Волгоградри Мамай сӑртне картта ҫинче шӑпах ҫапла палӑртнӑ пулнӑ. 

Унта чи хаяр ҫапӑҫусем пынӑ. Сталинградри хирӗҫ тӑру 1942-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 43-мӗш ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшчен пынӑ. Фашистсем хула ҫине пӗр чарӑнми тенӗ пек бомбӑсем пӑрахнӑ. Сталинграда паттӑррӑн хӳтӗленисен йышӗнче Чӑваш Енри 2 пин ытла салтак пулнӑ. 

Студентсем истори пӗлӗвне 6 ушкӑна пайланса тӗрӗслерӗҫ. Викторинӑра - 3 тапхӑр. Кашнинче 6-шар ыйту. Ӑҫта сиктерсе хӑварнӑ сӑмаха лартмалла, тепӗр ҫӗртре фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ паттӑрсен ячӗсене аса илмелле тата ытти те. Кашни ыйтӑва хуравлама пӗр минут пур. "Ҫӑмӑлах мар, шутлама тиврӗ", терӗҫ пухӑннисем.

Чи нумай паллӑ пухнисене 1-мӗш, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсем парса чысларӗҫ. Ҫакнашкал вӑйӑсем ирттерни уйрӑмах ҫамрӑк ӑрушӑн пӗлтерешлӗ. Вӗсем Ҫӗнтерӳ мӗнле хакпа туптаннине пӗлеҫҫӗ.

Диана Иванова, Михаил Солин