Совет ҫарӗн Германири ушкӑнӗн ветеранӗсен Чӑваш Енри уйрӑмне 8 ҫул каялла йӗркелесе янӑ. Пӗрлешӳре халӗ икӗ пине яхӑн ҫын. Ҫулсем иртнӗ май ушкӑнри салтаксен йышӗ ӳссе кӑна пырать. Ҫамрӑклӑхри юлташӗсемпе ҫыхӑнура пулма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Тӑтӑшах пӗрле пухӑнса тӗрлӗрен патриотла ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ, ҫитӗнекен ӑрупа ӗҫлеҫҫӗ.
Паттӑрла пуҫ хунӑ Ятсӑр салтак кунне халалласа та ветерансем ҫамрӑксене ҫӗршывпа мӑнаҫланма вӗрентекен уяв ирттерчӗҫ. Хӑнасене вырӑнти патриотла ӗҫпе паллаштаракан пуян курав кӗтсе илчӗ. Кунта уйрӑмах шырав юхӑмӗн хастарӗсем туса ирттерекен пӗлтерӗшлӗ ӗҫе сӑнлакан экспозици чуна тыткӑнлать. Пултаруллӑ ҫамрӑксене сцена ҫине кӑларса тав хучӗсемпе тата парнесемпе чысларӗҫ. Шырав отрячӗсен ертӳҫисене вара уйрӑмшар палӑртса тав турӗҫ. Ҫакӑн евӗр сӑваплӑ ӗҫре тимлекен ҫамрӑксем халӗ кашни шкултах пур.
Культура ҫуртӗнче шкул ачисемпе пӗрлех тӗрлӗ тӑрӑхри ветерансен пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, йышлӑн пуҫтарӑнчеҫ. Хӑйнеевӗр асӑну каҫӗнче ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене аса илсе илемлӗ концертпа киленчӗҫ.
Германири Совет ҫарӗн ветеранӗсем Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗсен кун-ҫулне тӗпчессинче те хастар. Ҫулран-ҫул тӗрлӗрен кӗнекесемпа альбомсем кӑлараҫҫӗ, палӑксем лартаҫҫӗ.
Уяв кунӗ хастар ветерансене тав туса чысласси те ырӑ йӑлара. Ҫапла салтаксем малашне те пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса ӗҫлесе пыма шантарчӗҫ. -Умри чи пысӑк савӑнӑҫ вара - ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫӗнтерни пултӑр, терӗҫ
Алексей Енейкин.