Уява халалласа тата вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене сума-суса вӗренӳ учрежденийӗсенче парадсем тата "Вилӗмсӗр полк" акцисем иртрӗҫ. Кӑҫал ку мероприятисене хула урамӗсенче ирттермен пулин те, кашни кӑмӑл тӑвакан ветерансене хисеп тума пултарнӑ. Вӑл шутра кадетсемпе ҫамрӑк армеецсем ҫар тумне тӑхӑнса ҫирӗппӗн утса тухрӗҫ.
"Вилӗмсӗр полк" акцине вара ҫитӗнекен ӑру хӑйсен тӑванӗсене сӑнланӑ портретсемпе хутшӑнчӗ. Ачасем вӗсен пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашса ҫӗнтерӗвӗ ҫывхартнисен паттӑрлӑхне асра тытнине кӑтартса пачӗҫ. Паттӑрсене халалласа вӑрҫӑ темипе ҫыхӑннӑ юрӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем ташларӗҫ.
Хула ҫыннисем вара волонтерсемпе пӗрле "Ҫӗнтерӳ ҫурти" акцине хутшӑнса 350 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче 5 пин ҫуртаран "Шупашкар астӑвать. Ҫӗнтерӳ пӗрлӗхре" сӑмахсене ҫырса вӑрҫӑра пуҫ хунӑ паттӑрсен вилӗмсӗр ятне сума-сурӗҫ.
Оксана Верликова, Сергей Качинский








