Ҫӗнӗ ҫула ачасем ҫеҫ мар, ҫитӗннисем те асамлӑ ӗмӗтпе кӗтеҫҫӗ

Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене парнесемпе савӑнтарчӗ. Федераци травматологи цӗнтрӗнче сипленекенсене, вӗсен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те тимлӗх уйӑрчӗ. 

Ҫӗнӗ ҫул умӗн мӗн пирки ӗмӗтленеҫҫӗ ветерансем? Ҫакна Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова тӗпчерӗ. Мирра Николаевна Буркина хӑнасене яланах тарават. Чейпе сӑйланнӑ вӑхӑтра ас илсе каласа памалли чылай унӑн. Вӑрҫӑ тухнӑ чухне ветеран 11 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Шупашкарти госпитальте аманнӑ салтаксене чылай пулӑшнӑ. Мирра Буркинӑн шӑпи ҫӑмӑл пулман. Темле йывӑр пулсан та 96-ри кинеми лайӑххине ҫеҫ ӗненет. Ҫӗнӗ ҫул умӗн те ыттисене савӑнтарасшӑн вӑл. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче юлташӗ пурӑнать. Унта парне ярсан аван пулӗччӗ, тет. Алена Аршинова чӑваш саламне вӑхӑтра ҫитерме шантарчӗ. 

101 ҫулти ветеран вара Ҫӗнӗ Ҫулта мӗн сунать? Иван Григорьевич Григорьев патне Патшалӑх Думин депутачӗ пӗччен мар, Чӑваш Республикин прокурорӗпе хӑнана ҫитрӗ. Хисеплӗ ветеран хӑй те прокуратурӑра чылай вӑхӑт ӗҫленӗ. Ӗҫтешӗсемпе тӗл пулса калаҫма яланах хавас вӑл. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Иван Григорьевич "Катюша" ҫар машинин операторӗ пулнӑ. 3-мӗш Украина тата 2-мӗш Беларуҫ фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 101 ҫулти ветерана паян та тӑван ҫӗршывӑн шӑпи канӑҫ памасть, хыпарсене йӗрлесех тӑрать. Мирлӗ пурнӑҫ пирки ҫеҫ ӗмӗтленет ветеран. Ҫӗнӗ Ҫулта та ҫакнах сунать. 

Патшалӑх Думин депутачӗ ҫӗнӗ ҫул парнисемпе Федераци травматологи центрне те ҫитрӗ. Кунта сипленекен ачасен кӑмӑлне ҫӗклерӗ вӑл. "Коробка храбрости" акцие "Единая Россия" парти кашни ҫул пуҫарать. Унӑн тӗллевӗ - пӗчӗк пациентсене хавхалантарасси. Ҫав вӑхӑтрах Алена Аршинова ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те тимлӗх уйӑрчӗ. Салтаксемпе вӗсен ҫемйисене хӳтӗлекен саккунсем пурте ӗҫлеҫҫӗ-и? Пӗтӗмпех тӗпчерӗ депутат. 

"Единая Россия" партин обществӑлла штабӗнче вара Алена Аршинова ачасем валли пысӑк уяв йӗркелерӗ. Хӗл Мучипе Юр Пике шӑпӑрлансене чӑн-чӑн савӑнӑҫ парнелерӗҫ. Ашшӗ-амӑшне те вӑйӑ картине йыхравларӗҫ. Патшалӑх Думин депутачӗ "Ӗмӗтсен ёлки" акцие хутшӑнакансен ӗмӗчӗсене пурнӑҫларӗ. 

Ҫӗнӗ ҫул уявне сывлӑхӗ хавшак ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене чӗннӗ. Ҫакӑн пек тӗл пулусем ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ. Кашнинех хумхантаран ыйту пур. Вӗсене Патшалӑх Думин депутатне пӗлтерме васкарӗҫ. Алена Аршинова май килнӗ таран пулӑшма шантарчӗ.

Вероника Павлова, Вадим Владимиров