Шӗмшешри ҫӗнӗрен вӑй илекен таса Троица ячӗллӗ чиркӳре сӑваплӑ пулӑмпа панихида иртет. Халӑх ҫумри Улӑх Шӗмшеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вӑрҫӑ паттӑрне асӑнса унӑн чунӗн канлӗхӗшӗн хурлӑхлӑ кӗлле пухӑнчӗ.
1941-мӗш ҫулта Ржев ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ салтак 21-мӗш ӗмӗрте ҫапла тӑван ҫӗрне таврӑнасса никам та шутламан. Элӗк тӑрӑхӗнче кун евӗр пулӑм халиччен пулманччӗ, теҫҫӗ пухӑннисем. Ҫавах та шанӑҫ ҫухатмасӑр кӗтме пӗлекенсем телейлӗ.
Николай Харитоновӑн шӑмми-шаккине Мускаври "Пионер" шырав ушкӑнӗн хастарӗсем тупнӑ. Кӑҫал кӑна вӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнчи Кушкӑ ялне Георгий Мурзалимов хӗрлӗармееца тавӑрнӑччӗ. Ун хыҫҫӑнах Тверь облаҫӗнче тепӗр чӑваш салтакӗн шӑммисене тупнӑ. Ҫумӗнче медальон пулнӑ. Ун ӑшне ҫавӑрса чикнӗ хут тӗрки паттӑрӑн ятне-шывне палӑртма пулӑшнӑ та.
Николай Харитонов 1911-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ. Вӑрҫӑчченех 3 ҫул хӗсметре пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрса пурнӑҫӑн хура-шурне те курса ӗлкӗрнӗ. Фронта вӑл 1941-мӗш ҫулта тухса кайнӑ. Малтан Оренбург тӑрӑхӗнче ҫар ӗҫне хӑнӑхса химик-огнеметчик специальноҫне алла илнӗ. Ҫав ҫулах Калинин фронтне лексе Ржев енчи хаяр ҫапӑҫусене кӗнӗ. Рядовой хӗрлӗармеец танксене хирӗҫ ҫапӑҫакан взводра пулнӑ.
Ржев ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫусенче ҫӗршыв 2 миллион ҫурӑ салтака ҫухатнӑ. Ҫавах та, тӑванӗсем вӗсене кӗтме пӑрахман. Николай Харитонова та Вера мӑшӑрӗ чылайччен кӗтнӗ. Пурнӑҫ тепре качча тухма хистенӗ пулсан та малтанхи юратӑвӗ унӑн нихӑҫан та сӳнмен. Ватӑлсан, юлашки сывлӑшӗ тухнӑ чух та "Николай патне каятӑп" тесе хӑварнӑ.
Ҫемьере Николай Харитоновӑн сӑнӳкерчӗкӗ те сыхланса юлман. Пысӑклатнӑ портречӗ 15 ҫул каялла пушарта ҫунса кайнӑ. Ҫавах та, тӑванӗсенче камра та пулин тӑрса юлма пултарнӑ, теҫҫӗ.
Салтака 2001-мӗш ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрӗ ҫумне пытарчӗҫ. Ҫак сӑваплӑ пулӑм ытти ҫемьесене те вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ тӑванӗсене тупас шанӑҫпа пуянлатать. Ҫапла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫеҫ республикӑра 5 хӗрлӗармеец шӑмми-шаккине тупса килсе пытарчӗҫ. Шырав ушкӑнӗсем вара вӑрҫӑ пулнӑ вырӑнсенче малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Алексей Енейкин