Ку самолета ахальтен мар суйланӑ. Александр Кочетов 1941-мӗш ҫулта шӑпах "И-16" йышши сывлӑш транспорчӗпе вӗҫме пуҫланӑ. Улатӑрта ҫуралса ӳснӗскер фашистсене хирӗҫ Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнче кӗрешнӗ, Сталинградшӑн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Александр Кочетов пурӗ 488 хут тӳпене ҫӗкленнӗ, 105 хут сывлӑшри ҫапӑҫӑва кӗнӗ, тӑшмансен 34 самолетне тӗп тунӑ. Мемориала уҫма хутшӑннӑ сумлӑ хӑнасем Александр Кочетовӑн паттӑрлӑхӗ хальхи тата пулас ӑрусемшӗн те тӗслӗх пулнине палӑртрӗҫ. Пухӑннисем самолет умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Самолет макетне тӑвиччен пысӑк тӗпчӗв ӗҫӗ ирттернӗ. Кадетсемпе шкул ачисем, педагогсем архивсенче, Хӳтлӗх министерствинче документсем шыранӑ. Анчах та "И-16" самолетӑн сӑн ӳкерчӗкӗ упранса юлман. Ҫавӑнпа ӑна комуфляж тӗслӗ тума йышӑннӑ. Пӗтӗмӗшле самолет макечӗ чӑн-чӑнни пекех пулса тухнӑ. Вӑл ҫамрӑксене историе пӗлмеллине, паттӑрсене ялан асра тытмаллине аса илтерсе тӑрӗ. Ҫак кунах 104 кадет присяга тытрӗ.
Кадет шкулӗнчен вӗренсе тухакансенчен чылайӑшӗ малашнехи пурнӑҫне ҫар профессийӗпе ҫыхӑнтарать. Сӑмах калакансем ачасене хастар та малӗмӗтлӗ пулма, тӗллевсем патне талпӑнма сунчӗҫ.
Диана Сафонова, Игорь Ульянов