"Ҫамрӑк лидерсен команди" республикӑри конкурсӑн ҫурма финалне пӗтӗмлетрӗҫ

Унта Чӑваш Енӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан пуҫаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ хӗрсемпе каччӑсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Ӑмӑрту Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫамрӑксен центрӗнче иртрӗ. 

Конкурс Республика Пуҫлӑхӗ пуҫарнипе 7-мӗш хут иртет. Кӑҫал унта пурӗ 200-е яхӑн заявка панӑ. Куҫӑмсӑр тата куҫӑмлӑ тапхӑрсем урлӑ тухса ҫурма финала 50 ытла ҫамрӑк лекнӗ. Вӗсем 4 ушкӑна пайланса проект ӗҫӗсене ятарлӑ комисси умӗнче хӳтӗлерӗҫ. Вӗсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарас, блогер ӗҫне аталантарас, фиджитал спортне халӑхра сарас тата чӑваш чӗлхине ытларах ҫамрӑка вӗрентес енӗпе ҫыхӑннӑ. Анна Николаева конкурса пӗрре мар хутшӑнать. Виҫӗ хутччен финала тухнӑ. Кӑҫал вӑл ҫӗнтерӳҫӗ пулас тӗллевлӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ - Ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев саламланӑ май, конкурсӑн тӗп тӗллевӗ - мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑксене аталанма пулӑшасси, пулас ертӳҫӗсене хатӗрлесси пулнине, проект ӗҫӗсенчен чи ӑнӑҫлисене вара республикӑн аталану ҫул-йӗрӗнче усӑ курассине каларӗ.  

Пӗтӗмлетӳ тунӑ хыҫҫӑн экспертсем чи лайӑх проекта палӑртрӗҫ. Вӑл чӑваш чӗлхине вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ пулчӗ. Авторсене дипломсем парса саламларӗҫ. Тепӗр тапхӑр - финал. Ун пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх пилӗк ҫӗнтерӳҫӗне суйласа илӗҫ. Вӗсем Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен кадр резервне кӗрӗҫ. Ҫавӑн пекех Шупашкарти РАНХиГС филиалӗнче хушма пӗлӳ илме пултарӗҫ.

Оксана Верликова, Денис Афанасьев