Бюджет кредичӗпе хута янӑ пӗрремӗш объект.

Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта республикӑри чи пысӑк ача сачӗ хута кайрӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Марат Хуснуллин видеоконференци мелӗпе хутшӑннипе уҫрӗҫ.  

Вӑл Чӑваш Енре паха ҫурт-йӗр тунине палӑртрӗ, Республика Пуҫлӑхӗ ертсе пыракан командӑна асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртессине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ. Олег Николаев ҫӗнӗ учреждени тӗп хулашӑн кӑна мар, пӗтӗм республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Ача сачӗ чӑннипех хӑйӗн ятне тӳрре кӑларать. Пӗр гектара яхӑн йышӑнакан лаптӑкра уҫӑлса ҫӳремелли, вылямалли хӑтлӑ кӗтессем йӗркеленӗ. Сатикре 15 ушкӑн вырнаҫма пултарать, вӑл шутра сывлӑхӗ хавшак ачасем пирки те шутланӑ.

Ку сатик - бюджет кредичӗпе республикӑра хута янӑ пӗрремӗш объект. Ӗҫе "Пурнӑҫ инфратытӑмӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Ҫӗнӗ хула микрорайонта ҫывӑх вӑхӑтра шкул ҫулне ҫитменнисен тепӗр учрежденине тума пуҫламалла. 

Владимир Тимофеев, Игорь Ульянов