Николай Ивановича сумлӑ юбилейпе саламлама ир-ирех ветеранӑн тӗрлӗ тӑрӑхри тӑванӗсемпе тус-тантӑшӗсем, хисеплӗ хӑнасемпе вырӑнти артистсем ҫитрӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ветерана Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тав ҫырӑвне вуласа пачӗ, республикӑн тата ял хуҫалӑх министерствин хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Ҫавӑн пекех ӗҫ паттӑрне аграри университечӗн ректорӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан, Елчӗк тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе вырӑнти хуҫалӑхсен ертӳҫисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӑшӑ сӑмахсемпе парне парса саламларӗҫ.
Николай Панкратов Елчӗк районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн ачаран йывӑр ӗҫпе касӑлнӑ. Ашшӗ вӑрҫа тухса кайнӑ чух вара ывӑл ача 9 уйӑхра ҫеҫ пулнӑ. Амӑшӗпе тата 2 ҫулти аппӑшпе пӗрле юлнӑ вӑл.
Николай амӑшне фермӑра сурӑх пӑхма пулӑшнӑ, путек ӳстерсе панӑ, вӑкӑр кӳлсе витене утӑ турттарнӑ. Хӑйсен вара килӗнче ҫимелли те пулман.
Вӑл вӑхӑтрах хуҫалӑхри арҫын ӗҫӗ пӗтӗмпех Николай ҫине тиеннӗ. Ҫавна май унӑн ачаллах колхоз ӗҫне кӳлӗнме тивнӗ. 13 ҫулта вӑл аслисемпе пӗр тан Пушкин ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫитӗнсен 3 ҫул хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн салтак Казахстанри Караганда тӑрӑхне шахтӑна ӗҫлеме кайнӑ. Унтан таврӑнсан ӑна вӑхӑтлӑха тесе ялти ферма ертӳҫине лартнӑ, каярахпа бригадира ҫирӗплетнӗ. Ҫамрӑк ертӳҫӗ ҫийӗнчех халӑх кун-ҫулӗ пирки шухӑшласа ялсене хӑтлӑх кӗртме пуҫланӑ. Николай Иванович кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр бригадӑра тар тӑкнӑ, патшалӑхӑн тӗллевне пурнӑҫланӑ. Ырӑ ӗҫпе хавхаланса хастарсем ҫынран малтан тенӗ пек акана тухма пуҫланӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче вӑл вӑхӑтра 9 колхоз ӗҫленӗ. Вӗсенче 45 комплекслӑ брагада пулнӑ. Районти вӑйлӑ тырпулшӑн ӑмӑртакан кӗрешӳре вара Николай Иванович ертсе пыракан бригада тӑтӑшах мала тухнӑ. Панкратов бригадира пурте тухӑҫлӑ тыр-пул ӑсти тенӗ. Тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансем республикӑра та чи пысӑк кӑтартупа палӑрнӑ. 2 пин гектарлӑ бригадӑн пахча-ҫимӗҫ анисем те ҫум курӑксӑр, тирпейлӗ пулнӑ.
Ун чухне 10 ялтан тӑнӑ "Победа" хуҫалӑхри 2-мӗш бригада Чӑваш Енре пуҫласа кӗрхи ҫӗртмене пуҫӑнса шӑн сухана тухнӑ. Хуҫалӑх укҫипе вара ялта культура ҫурчӗ, шкул туса лартнӑ. Ҫапла, 1979-мӗш ҫулта хастар бригадир "Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫнӗ. 81-мӗш ҫулта вара пултаруллӑ бригадира "Социализмла Ӗҫ Геройӗ" ят парса чысланӑ. Ҫавӑн пекех Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав тата икӗ хутчен Ленин орденне тивӗҫнӗ вӑл. СССР профсоюзӗсен 17-мӗш тата колхозниксен Пӗтӗм Союзри съезчӗсен делегачӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та тӑван колхоз шӑпишӗн канӑҫсӑрланма пӑрахман вӑл. Ялсене пурнӑҫ паракан хуҫалӑхсен тӑнӑҫлӑхӗшӗн пӑшӑрханнӑ. Ҫитӗнекен ӑрусене те мӗн пӗчӗкрен колхоз ӗҫне хӑнӑхтарнӑ. Ун ҫумӗнче пиҫӗхсе ӳснӗ ҫамрӑксем паян тӑван хуҫалӑхне малалла ҫӗклеҫҫӗ.
Социализмла Ӗҫ Геройӗ Альбина мӑшӑрӗпе пӗрле 61 ҫул пурӑнаҫҫӗ. 2 ывӑлпа пӗр хӗр ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсен 3 мӑнукпа 5 кӗҫӗн мӑнукӗ пур. Сумлӑ аслашшӗ-кукашшӗ пирки хӗпӗртесе калаҫаҫҫӗ.
Алексей Енейкин