Ҫӗнӗ ҫул умӗн кӑна Элӗк тӑрӑхӗнче 102 ҫулти Андрей Аркадьева юлашки ҫула ӑсатнӑччӗ. Нонна мӑшӑрӗпе вӑл 80 ҫула яхӑн пӗрле пурӑнса Чӑваш Енре ҫемье пурнӑҫӗн рекордне кӑтартрӗ. Халӗ вара Андрей Аркадьевичӑн ентешӗн, Чӑваш Енпе Шупашкар хулин хисеплӗ ҫыннин Агриппина Янович ветеранӑн чӗри те тапма чарӑнчӗ. Кӑҫал вӑл 101 ҫул тултармаллаччӗ. Агриппина Алексеевна 1925-мӗш ҫулта Тури Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 17 ҫул тултарсан, 1942-мӗшӗнче вӑрҫа тухса кайнӑ. Унта вӑл санинструктор пулса Курск пӗкки витӗр тухнӑ. Белоруссие, Кенигсберга ирӗке кӑларма хутшӑннӑ. Хӗр салтак ҫапӑҫу хирӗнчи вуншар аманнӑ хӗрлӗармеец пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулӑшнӑ.
Фронтри паттӑрлӑхшӑн Агриппина Алексеевна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2-мӗш степеньлӗ орденне, "Ҫарти тивӗҫсемшӗн" тата "Германири ҫӗнтерӳшӗн" медальсене тивӗҫнӗ. Хисеплӗ ветеран ҫулне кура мар тӗрлӗрен патриотла ӗҫ-пуҫа хутшӑнатчӗ. Ӑна пурте уҫӑ та савӑк кӑмӑлӗшӗн юрататчӗҫ.
Агриппина Яновичпа ыран, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, республикӑри ритуал службин Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ 4-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче 13 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен сывпуллашӗҫ. Хисеплӗ ветерана Шупашкарти Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш масарта пытараҫҫӗ.
Алексей Енейкин