Аграри университечӗн лабораторийӗнче сыр пӗҫерекенсем тупӑшрӗҫ

2 куна тӑсӑлнӑ ӑмӑртӑвӑн пӗтӗмлетӗвӗсем паллӑ. Олеся Васина ҫӗнтерӳҫӗ  республика чысне Саранскра ҫӗршыври конкурсра хӳтӗлӗ. 

Раҫҫейре сыр пирки пирвай 16-мӗш ӗмӗр ҫурринче асӑнса хӑварни паллӑ. Пӗрремӗш Петӗр патша вӑхӑтӗнче ҫак юр-вара професси шайӗнче пӗҫерме пуҫланӑ. Европӑри ӑстасене чӗнсе илсе вӗсен опычӗпе паллашнӑ. Юлашки ҫулсенче ҫӗршывра ҫав йӑласене чӗртсе тӑратассипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Сыр цехӗсем уҫӑлаҫҫӗ, тӗрлӗ конкурсра ӑстасем хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштараҫҫӗ. "Сыр пӗҫерессинчи апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗн технологӗ" номинацире Чӑваш Енри 3 специалист тупӑшрӗ. Малтан хӑйсен ӑсталӑхне практикӑра, унтан теорире тата задача шутласа кӑтартрӗҫ. Ӑмӑрту лабораторирен пуҫланчӗ. Конкурсантсен Адыгей сортлӑ Академи сырне пӗҫермелле пулчӗ. Уйӑрнӑ вӑхӑчӗ - 3 сехет.

Сыр пулса ҫитесси хӑвӑрт мар. Тӗпчев центрӗнче ҫимӗҫри нӳрӗк, ҫу, тӑвар шайне палӑртаҫҫӗ. Хакланӑ чухне технологие пӑхӑннине, тутине шута илеҫҫӗ.  

Конкурсӑн малалли пайӗ - теори. Тест ыйтӑвӗсем те сыр пӗҫерессипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ӑмӑртӑвӑн 2-мӗш кунхине палӑртнӑ. Вӑл Мордва республикин тӗп хулинче иртекен федераци тапхӑрне хутшӑнӗ. Ял хуҫалӑх министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп парнене тивӗҫес шанӑҫ пысӑк. Мӗншӗн тесен ку номинацире ҫӗршыври 7 регионта кӑна ӑмӑрту иртнӗ.

Алиса Александрова, Святослав Петров