Аркадий Илларионович чылай ҫул Шупашкарта пурӑнать, паянхи пурнӑҫ ырлӑхӗпе киленет. Ҫамрӑклӑхӗ вара унӑн тертлӗ пулнӑ. Ветеран 1927-мӗш ҫулта халӗ Муркаш тӑрӑхне кӗрекен Хурӑнкасси ялӗнче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача 14 ҫул тултараспа вӑрҫӑ тухнӑ. Усал хыпара вӑл Ҫӗрпӳ хулинче илтнӗ. Унта Аркадий ашшӗпе пӗрле пурӑннӑ пулнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех парти обкомӗн хушӑвӗпе Аркадийӑн ашшӗне Аслӑ Арапуҫне куҫарнӑ. Унтанах 1945-мӗш ҫулта пӗве кӗнӗ ҫамрӑк аллине повестка илнӗ. Салтак пурнӑҫӗ унӑн Пенза хулинче пуҫланнӑ. Унта Аркадий телефониста вӗренсе ҫыхӑну чаҫӗ йышӗнчен Инҫет хӗвел тухӑҫне ҫул тытнӑ.
Вӑл вӑхӑта Хӗрлӗ ҫар Берлина илсе фашистла Германие парӑнтарнӑ. Халӑх Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне паллӑ тунӑ. Аркадий Скворцов вара Байкал кӳллинчен иртсе Чита хулине ҫитсе пынӑ. Малалла вӗсен Китай енне каймалла пулнӑ. Ун чух Совет союзӗ иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин юлашки хӗрӳ вырӑнне лӑплантарас тӗллевпе Манчьжури ҫӗрне 400 пин ытла хӗрлӗармееца ӑсатнӑ. Салтаксен Китай халӑхне хӳтӗлесе яппун самурайӗсене хирӗҫ ҫапӑҫмалла пулнӑ. Яппунсен квантун ҫарӗн тӗп вӑйӗ шӑпах Манчьжури ҫӗрӗнче ҫирӗпленсе тӑнӑ. Китая ҫӗнес пулсан самурайсем Совет Союзӗн ҫӗрӗсем ҫине сиксе ӳкес хӑрушлӑх та пысӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа та тухӑҫри ҫапӑҫусенче те хӗрлӗармеецсем хӑюллӑхпа палӑрнӑ. Хӗрӳ тытӑҫусем 23 куна тӑсӑлнӑ.
Ҫапла майпа Совет ҫарӗ 84 пин Яппун салтакне тӗп тунӑ. 600 пин ытла ҫынна тыткӑна илнӗ. Тӑшман урӑх пуҫ ҫӗклеме пултарайман. Аркадий Скворцовшӑн вара салтак пурнӑҫӗ 49-мӗш ҫулчченех тӑсӑлнӑ. Ҫартан таврӑнсанах вӑл Мускаври патшалӑх университетне вӗренме кӗрсе журналист специальнӑҫне алла илнӗ. Тин кӑна уҫӑлнӑ факультета Евгений Евтушенко, Белла Ахмадулина, Алексей Фатьянов тата ытти паллӑ поэтсем килсе сӑвӑсем вулама юратнӑ. Унтан хавахаланса таврӑнсан ҫамрӑк журналист Улатӑр район хаҫатӗнче тӑрӑшнӑ. Каярахпа ӑна "Ҫамрӑк коммунист" редакцине чӗнсе илнӗ. Унта редакторта ӗҫленӗ хыҫҫӑн Аркадий Илларионович агрегат заводне куҫнӑ, ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен кӗнекесем кӑларнӑ, чӑвашла калавсем ҫырнӑ. Тӑван чӗлхепе юрлама та ӑста вӑл.
Аркадий Скворцов Чӑваш кӗнеке издательствин редакцине те ертсе пынӑ. СССР журналисчӗсен пайташӗ тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ шутланать. Ветеран мӑшӑрӗпе 44 ҫул пурӑнса икӗ ача ура ҫине тӑратнӑ.
99-мӗш ҫулпа пыракан ветеран мӑнукӗсемпе те хӗпӗртет. Халӗ унӑн савӑнмалӑх мӑнукӗн ачи те пур. Вӗсене пурӑнма самани ҫеҫ лӑпкӑ пултӑрччӗ, тет хисеплӗ ватӑ.
Алексей Енейкин, Наталия Егорова