Ҫӗрмӗш ҫула ура ярса пуснӑ Елена Мартынова вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалнӑ кӳрши нумай ҫул иртсен ҫапла тӑван килне таврӑннине курасса сунман та. Салтакӑн йышлӑ ҫемйи, уйрӑмах мӑшӑрӗпе икӗ ачи ӗмӗрӗпех кӗтсе илейменнине кӳршисемпе тӑванӗсем, ял-йыш кӗтсе илтӗмӗр, тет Еля аппа.
Хивархи тетӗшне ас тӑвакансем ялта юлманпа пӗрех темелле. Ҫавах та, вӑрҫӑ сӗмсӗрлӗхне асра тытакансем пур-ха кунта. Георгий Мурзалимов ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗ те хуҫасӑр теме ҫук. Кунта халӗ салтакӑн мӑнукӗн ывӑлӗ пурӑнать. Ҫавӑнпа та Аслӑ вӑрҫӑ паттӑрӗпе унӑн тӑван килӗнченех панихада туса сывпуллашрӗҫ.
Георгий Мурзалимов 1910-мӗш ҫулта ҫуралнӑ. Ҫитӗнсе салтака кайса килнӗ хыҫҫӑн колхозра ӗҫленӗ. 41-мӗш ҫулта вӑрҫӑ тухсанах 31 ҫулти арҫын аллине повестка илнӗ. Фронтра вӑл уйрӑмах Калинин облаҫӗнчи ҫапӑҫусенче хӑюлӑхпа палӑрнӑ. Вӑл тӑрӑхри хӗрӳ тытӑҫусенче Совет ҫарӗ 2 миллион ҫурӑ салтака ҫухатнӑ. Ҫапла, 42-мӗш ҫулта Георгий Васильевич та Ржев ҫывӑхӗнчи хаяр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Килне вара салтак хыпарсӑр ҫухалнине пӗлтерекен ҫыру ҫитнӗ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен тепӗр 80 ҫултан унӑн шӑммисене Мускаври "Пионер" шырав ушкӑнӗн хастарӗсем тупнӑ. Вӗсене Мурзалимов салтакӑн тӑванӗсем тав турӗҫ.
Хаяр ҫапӑҫура пуҫ хунӑ хӗрлӗармеецӑн ятне шыравҫӑсем ҫӑмӑллӑнах палӑртнӑ. Шӑмӑсен ҫумӗнче вӗсем кӗсье кӗнеки евӗр сӑран укҫа енчӗкӗ тупнӑ. Ун ӑшӗнче тӗлӗнмелле майпа салтакӑн ятне-шывне ҫырнӑ хут упранса юлнӑ. Унтах Георгий Васильевич пӗрле вӑрҫа кайнӑ юлташӗн Василий Тарасовӑн ятне те ҫырнӑ пулнӑ. Салтакӑн сылтӑм чӗркуҫҫийӗ ҫумӗнче вара пӗчӗк ҫӗҫӗ - уҫӑлса хупӑнакан пекӗ пулнӑ. Хуҫланакан ҫӗҫҫе вара Георгий Васильевича ялтан пӗрле вӑрҫа кайнӑ юлташӗ - Василий Тарасов парнеленӗ пулнӑ. Пекӗ ҫинче, шӑпах, унӑн ятне тата вӑл хӑҫан ҫуралнине чӗрсе ҫырнӑ.
Паттӑрсен вилӗмӗпе куҫ хупнӑ салтака виҫӗ хутчен сывлӑша пӑшал персе мӑшӑрӗпе ывӑлӗ ҫумне пытарчӗҫ. Ҫак пулӑм халӗ хыпарсӑр ҫухалнӑ ытти салтаксен тӑванӗсене те пысӑк шанӑҫ парать. Халӗ вӑрҫӑ архивӗсенче те ветерансем пирки чылай япала тупма пулать.
Ҫӗршывра шырав юхӑмӗ ӗҫлеме пуҫланӑранпа Чӑваш Енре кашни ҫулах Аслӑ вӑрҫӑра вилнӗ пӗр-икӗ хӗрлӗармеец та пулин хӑйӗн ӗмӗрхи канлӗхне тупать. Тепӗр чух виҫшер салтак илсе килсе пытарни те пулать. Елчӗк ҫӗрӗ вара ҫак сӑваплӑ пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ.
Нумай пулмасть, шыравҫӑсем Ленинград ҫывӑхӗнче тепӗр икӗ чӑваш салтакӗн шӑммисене тупнӑ. Вӗсене унтах авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пытарӗҫ.
Алексей Енейкин, Игорь Ульянов