Сӑн ӳкерчӗксем ҫинче - Канашри педагогика училищинче 1962-65-мӗш ҫулсенче шкул уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ ҫамрӑксем. - 27-н вӗренсе тухрӑмӑр. Унтанпа нумай ҫул иртрӗ пулин те, ҫыхӑну пирӗн паян кун та ҫирӗп, - теҫҫӗ вӗсем. Педагогика ветеранӗсем кашни ҫулах утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӗл пулаҫҫӗ.
Тӗл пулӑва ҫиччӗн килнӗ. Аса илмелли кашнин тем чухлӗ. Тӑрӑшса вӗреннӗ, ытти ӗҫе те яланах хастар хутшӑннӑ.
Алла диплом илнӗ хыҫҫӑн яш-кӗрӗм направленипе республикӑри тата ун тулашӗнчи шкулсене саланнӑ. Ольга Романовӑна, сӑмахран, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӑмаркка, Лидия Ивановӑна вара Красноармейски тӑрӑхӗнчи Нимӗчкасси ялне вӗрентме янӑ. Хӑйсене шанса панӑ класпа хавхалансах ӗҫленӗ. Тем пек йывӑр пулсан та, тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшнӑ.
Канашри педагогика училищине пӗтернисенчен ытларахӑшӗ кайран аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ӗҫ стажӗ пурин те сумлӑ. Маргарита Блинован вӑл 49 ҫулпа танлашать. Шупашкарти 35-мӗш шкулта кӗҫӗн классен учителӗнче тӑрӑшнӑ вӑл. Педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем нумай наградӑна тивӗҫнӗ. "Вӑрҫӑ ачи" ят парса хисеп туни те хавхалантарнӑ вӗсене. - Ҫапах чи пахи вӑл - хамӑр вӗрентнӗ ачасен ҫитӗнӗвӗсем, - теҫҫӗ учительсем. Халӗ тивӗҫлӗ канура пулин те, алӑ усса лармаҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн чун киленӗҫӗ пур, вӗрентӳ ӗҫӗн хыпарӗсемпе те кӑсӑклансах тӑраҫҫӗ. Ҫамрӑксене те сӗнӳ-канашпа пулӑшма яланах хатӗр. Тӗл пулу асра юлтӑр тесе ӑна хулари парксемпе скверсенче, музейсенче йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхинче Андриян Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче пухӑннӑ май, зоопарка ҫитсе курчӗҫ.
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов