Центра темиҫе лапама пайланӑ: ушкӑнпа занятисем ирттермелли вырӑн, ашшӗ-амӑшӗпе ачасем валли психологпа уйрӑммӑн калаҫмалли пӳлӗм. Ҫемьесене пулӑшассипе ӗҫлекен уйрӑмпа паллашнӑ май Олег Николаев проект пӗлтерӗшӗ пирки сӑмах хускатрӗ. "Ачасен пуласлӑхӗ ҫемьери тӑнӑҫлӑхран килет. Центр специалистсене хатӗрлеме те май парӗ", - палӑртрӗ регион ертӳҫи. Унпа республикӑри шкулсенчен килнӗ педагогсем те килӗшрӗҫ.
Компетенци центрӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 3-мӗш корпусӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна йӗркелес ӗҫе "ТУС" пӗрлешӗвӗн тӗп директорӗ Николай Угаслов тата Чӑваш Енри ашшӗсен Канашӗн ертӳҫи Алексей Мурыгин пысӑк тӳпе хывнӑ. Аслӑ шкул психологсемпе, ытти педагогпа тивӗҫтернӗ. 2023-мӗш ҫултанпа Чӑваш Енре ҫул ҫитмен ҫамрӑксене пушӑ вӑхӑта усӑллӑ та хӑрушлӑхсӑр ирттерме май паракан проект пурнӑҫланать. Вӑл шутра психологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫлӗ пулӑшу парасси те. Халӗ регионта ҫакнашкал 23 лапам ӗҫлет.
Алиса Александрова, Николай Скворцов