Шупашкарти 200-мӗш садикпе "Элара" предприяти темиҫе ҫул ӗнтӗ тачӑ ҫыхӑну тытать. Унта ачасене инженер тата техника профессийӗсемпе паллашма май паракан лего студи ӗҫлет. Унти хатӗрсене ҫӗнетме шӑпах завод пулӑшать. Студире шӑпӑрлансем конструкторсем тата роботсем пуҫтарма вӗренеҫҫӗ. Хальхинче те предприятире ӗҫлекенсем ачасем патне пушӑ алӑпа мар килчӗҫ - садике конструкторсем парнелерӗҫ.
"Элара" предприяти ача сачӗсене ҫеҫ мар, шкулсене те тимлӗх уйӑрать. Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗсем тӑрӑшнипе инженер профессине ӑша хывмалли лаптӑк йӗркеленӗ. Ҫакӑн валли унта ятарлӑ оборудовани вырнаҫтарнӑ.
Ҫакӑн йышши ҫыхӑнӑва республикӑра малалла аталантарма "Ҫӗнӗ шкул" проект пулӑшӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ шӑпах, ача сачӗсене, шкулсене, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене тата предприятисене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме майсем туса парасси. Вӑл шутра ачасене пулас профессипе мӗн пӗчӗкрен паллашма пулӑшасси. "Элара" завод тӗслӗхӗпе регионти ытти предприятисене те ҫак ӗҫе явӑҫтарас тӗллевлӗ.
5-мӗш гимназире ҫак темӑна халалласа ҫавра сӗтел йӗркелерӗҫ. Унта "Ҫӗнӗ шкул" проекта пурнӑҫа кӗртекенсем, ача сачӗн, шкулсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен ертӳҫисем, ашшӗ-амӑшӗ пуҫтарӑнчӗ. Вӗсем малашнехи тӗллевсене, ҫывӑх вӑхӑтра тумалли ӗҫсене сӳтсе яврӗҫ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов, Борис Андреев