Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсен кулленхи пурнӑҫӗпе ятарлӑ куравра паллашма май пулчӗ. Патӗрьелти ӳнер шкулӗнче виҫӗ ҫул каялла ҫӗнӗлӗх пуҫарнӑ. Раҫҫей вӗренӳ тытӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, педагогика конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫи Александр Семенов ачасене йывӑҫран тӗрлӗ япала тума вӗрентме тытӑннӑ. Ҫапла Тикеш хулашӗн макетне те ӑсталанӑ. Маттур вӗрентекен шкул ачисене алӑпа ӗҫлеме ҫеҫ мар, тӑван тӑрӑх аваллӑхӗпе те кӑсӑкланма хистет.
Чӑн та, вӗренӳ тытӑмӗнче хӑйсен профессине юратакансем кӑна ӗҫлеҫҫӗ. Вӑрмар округӗнчи ӳнер шкулӗнче тӑмран тӗрлӗ савӑт-сапа ӑсталассипе пултарулӑх лаҫҫи уҫнӑ. Пушӑ пӳлӗм ҫуккипе "Ниме - халӑх бюджечӗ" программӑпа килӗшӳллӗн шкулпа юнашар уйрӑм ҫурт хӑпартнӑ. Ҫак пуҫарӑва вырӑнти педагог тӑрӑшнипе пурнӑҫа кӗртнӗ. Пуҫлӑхсем те ӑна тӗрев панӑ.
Юлашки ҫулсенче кашни вӗренӳ учрежденинчех ырӑ улшӑнусем пулса иртрӗҫ тесен йӑнӑш пулмӗ. Шкулсене тӗпрен юсаҫҫӗ, пӳлӗмсене ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫамрӑк вӗрентекенсен шучӗ те ӳсет - паянхи кун вӗсен йышӗ 17 процентпа танлашать. Республика Пуҫлӑхӗ учительсене ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ пӗлӳ тата воспитани парассинче чуна парса ӗҫленӗшӗн тав турӗ.
Йӑлана кӗне йӗркепе уявра нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакан педагогсене палӑртрӗҫ. "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" хисеплӗ ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейра вӗрентекен Людмила Турковская тивӗҫрӗ. Вӑл ачасене физика саккунӗсене 45 ҫул ӑнлантарать. Ҫавӑн пекех "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ", "Раҫҫей вӗренӗвен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" пулса тӑнисене те сцена ҫинче чысларӗҫ.
Вероника Павлова, Виктор Степанов








