Учитель ӗҫӗ чыслӑ те яваплӑ: ачасене вӑл пӗлӳ тӗнчипе паллаштарать, пурнӑҫа вӗрентет. Ҫак пархатарлӑ профессире пирӗн республикӑра 9 пин ҫын тӑрӑшать. Уява пур хулапа округран 800 яхӑн педагог пухӑнчӗ. Вӗсене саламлама сцена ҫине хӑнасем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухрӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев учительсене ҫитӗнекен ӑрӑва тивӗҫлӗ пӗлӳ тата воспитани парас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ. - Сирӗнтен кашни хисепе тивӗҫ. Эсир пирӗн ачасен пуласлӑхӗн никӗсне хываканӗсем, - терӗ вӑл. Вӗренӳ тытӑмне пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗ. Шкулсем ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, педагогсене хавхалантармалли майсем те анлӑ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе уявра нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫлекен вӗрентекенсене чысларӗҫ. "Чӑваш Республикин халӑх учителӗ" хисеплӗ ята 3-мӗш лицейра ачасене пӗлӳ паракан Маргарита Степанова илчӗ. Ку наградӑна республикӑра 2023-мӗш ҫулта ҫирӗплетнӗ. Ҫавӑн пекех "Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ", "Раҫҫей вӗренӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ятсене парса чыс турӗҫ. Кашни ҫын пурнӑҫӗнче пӗрремӗш вӗрентекен паллӑ вырӑн йышӑнать.
Чӑваш Енри вӗрентекенсен ӑсталӑх шайӗ пысӑк пулнине вӗсем ҫулсерен Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссенче ҫӗнтерни те ҫирӗплетет. Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннисене Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи, Патшалӑх Думин депутачӗсем те Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ. Артистсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем вара уяв концерчӗпе савӑнтарчӗҫ.
Екатерина Фомина, Александра Борисова, Святослав Петров, Сергей Емельянов