Вӗренекенсене хӑтлӑ та тирпейлӗ шкулсем кӗтсе илӗҫ

Шупашкар хулинче кӑҫал 3 шкул юсаҫҫӗ тата 10 пӗлӳ ҫурчӗн картишне хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ятарлӑ комисси 4-мӗш гимназипе 10-мӗш шкулта ӗҫсем мӗнле пынипе паллашрӗ. 

4-мӗш гимназире пин ытла ача пӗлӳ илет. Юсав вӑхӑтӗнче вӗсем 24-мӗш шкулта тата 2-мӗш гимназире вӗренеҫҫӗ. Ӗҫе кунта кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пикеннӗ. Килӗшӳ тӑрӑх чӳк уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Малтанхи пӗлӳ ҫуртӗнчен каркасӗ анчах юлать темеле, ыттине пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тӑваҫҫӗ - шалтан та, тултан та. Паллах, мӗн пур коммуникацине те улӑштараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра плана 35 процент пурнӑҫланӑ. Объектра 60-а яхӑн рабочи вӑй хурать. 

10-мӗш шкулта вара ҫак уйӑхра пӗлӳ ҫурчӗн таврашне йӗркене кӗртме тытӑннӑ. Контрактпа ӗҫе утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтермелле. Кунта халӗ 7 рабочи тата 6 техника ӗлкӗрсе пырать. 

Строительсем шкул территоринчи асфальта тата тротуарсене ҫӗнетеҫҫӗ, спорт лапамӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ. Ҫавӑнпа малашне ачасен спортпа туслӑ пулма тата ытларах майсем пулӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ ӗҫсен 15 процентне тунӑ. 

Строительсем шантарнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасене хӑтлӑ та тирпейлӗ шкул кӗтсе илӗ. Вӗренӳ управленийӗ тата хула Пухӑвӗн депутачӗсем пӗлӳ ҫурчӗсенче ӗҫсем мӗнле пынине асӑрхасах тӑрӗҫ. 

Оксана Верликова, Вадим Владимиров