Атнар шкулне 1978-мӗш ҫулта хута янӑ. Унтанпа вӑл, паллах, кивелсе юхӑнма ӗлкӗрнӗ. 2020-мӗш ҫулта пӗлӳ ҫуртне тӗпрен юсама пуҫланӑ. Тепӗр ҫултанах шкул палӑрмаллах улшӑннӑ. Ҫурт тӑррине, чӳречесене улӑштарнӑ, шалта та пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ. Пӗтӗмӗшле 45 миллион тенке яхӑн тӑккаланӑ.
Атнар шкулӗнче паян 102 ача вӗренет. Вӗсене 12 ялтан 3 автобуспа турттараҫҫӗ. Кунта вӗренекенсене пур енлӗн аталанма пӗтӗм май пур: "Точка роста" проект пурнӑҫланать, "Движение первых" юхӑм ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Шкул музейӗ те экспонатсемпе пуялансах пырать. Ачасем спорт секцисемпе кружоксене кӑмӑлпах ҫӳреҫҫӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ педагогсемпе тӗл пулчӗ. Экзаменра пысӑк паллӑ пухнӑ ачасен вӗрентекенӗсене тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.
Иртнӗ 5 ҫулта Чӑваш Енре 12 ҫӗнӗ шкул хута янӑ, 113-шне тӗпрен юсанӑ, 9-шӗнче ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫитес 2 ҫулта вара 50 пӗлӳ ҫуртне ҫӗнетме палӑртнӑ.
Диана Иванова, Виктор Степанов