Вӑхӑтлӑх чӑрмав ачасемшӗн те, педагогсемшӗн те йывӑрлӑх мар

Кӑҫал республикӑра Единая Россия парти пуҫарнӑ "Ҫӗнӗ шкул" проектпа килӗшӳллӗн 36 пӗлӳ ҫуртне тӗпрен ҫӗнетмелле. Хӑш-пӗр шкулта юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ та. Вӗсенчен пӗринче - Шупашкарти 49-мӗш пӗлӳ ҫуртӗнче тата нумай пулмасть ҫӗнетнӗ 22-мӗш шкулта пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.

Тӗп хулари 49-мӗш шкула 1987-мӗш ҫулта хута янӑ. 39 ҫул хушшинче вӑл самай кивелнӗ. Чылай класра паян кунчченех ӗлӗкхилле йывӑҫ чӳречесем юлнӑ. Коридорсемпе ӗҫ пӳлӗмӗсем те халиччен юсав курман темелле. Ҫавӑнпа та ҫурта тӗпрен ҫӗнетме вӑхӑт ҫитнӗ. Шӑпах кӑҫал пӗлӳ ҫурчӗ "Единая Россия" парти пуҫарнӑ "Ҫӗнӗ шкул" проект программине кӗнӗ. Ҫавна май нумай пулмасть, пӗлӳ ҫуртӗнче тӗплӗ юсава пуҫӑннӑ. Кунта ҫӳрекен пин те ҫӗр вунӑ ачана вӑхӑтлӑха ҫывӑхри 22-мӗш шкула куҫарнӑ.

Ҫапла майпа, Николай Гаврилов Раҫҫей паттӑрӗ ячӗллӗ 22-мӗш шкул халӗ 2 пин ытла ачана йышӑнать. Вӑхӑтлӑх чӑрмавра педагогсем те нимле йывӑрлӑх та курмастпӑр, теҫҫӗ. Нумай пулмасть тӗпрен ҫӗнелнӗ ҫуртра пурте ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ҫӳренине калаҫҫӗ.

Чӑн та, ҫитӗнӳсем палӑртмаллӑх пур. Шкулти кадетсем тӑтӑшах республика шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтереҫҫӗ, спортра тата шахмӑтла выляссинче ӳсӗмсем тӑваҫҫӗ. Предметсене ӗлкӗрсе пырассинче те 22-мӗш шкул ачисем ырӑ тӗслӗх вырӑнӗнче темелле. Ҫак ҫитенӳсене ҫирӗплетсе малалла та тухӑҫлӑ вӗренмешкӗн шкулта пур майсем те пур. Кунтах медиацентр та ӗҫлет.

Парти проекчӗпе килӗшӳллӗн шкулсем инженери тытӑмӗнчен пуҫласа сӑн-сӑпат таранчченех палласа илмелле мар улшӑнаҫҫӗ. Классене вара хальхи йышши хатӗрсемпе тивӗҫтерни вӗренӳ ӗҫӗнче уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Кун пекки халиччен Чӑваш Енре пулман тесен те юрать. Ҫӗнетме палӑртнӑ 36 шкултан 18-шӗ Шупашкар хулине пырса тивет. Пӗлтӗр вара республикӑра 19 шкула тӗпрен юсанӑ. Ку та пысӑк кӑтарту пулнине палӑртмалла. 49-мӗш шкулти юсав ӗҫӗсене вара ҫӗнӗ ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ. Тен, май килсен, шкул  2-мӗш вӗренӳ чӗрӗкӗ тӗлне алӑкӗсене уҫӗ. Ӗҫсем мӗнле пурнӑҫланса пынине ятарлӑ комисси асӑрхасах тӑрӗ.

Алексей Енейкин, Денис Афанасьев