Проекта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе пуҫарнӑ. Куҫса ҫӳрекен курав икӗ уйӑх ӗҫлӗ. Ҫак вӑхӑтра ӑна Шупашкарти 9 шкула ҫитерме палӑртаҫҫӗ. Кашни ҫӗрте вӑл пилӗк кун пулӗ. Экспонатсемпе юнашарти шкулсенче вӗренекенсем те паллашма пултарӗҫ.
Экспозицинче тӗп вырӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче салтаксем фронтран тӑванӗсем патне янӑ ҫырусем йышӑнаҫҫӗ. Вӗренекенсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ юрӑсемпе сӑвӑсем шӑрантарчӗҫ, ташӑсем те хатӗрленӗ.
Кашни шкултан 2-шер вӗренекен-экскурсовод хатӗрленӗ. Вӗсем ятарласа Чӑваш наци музейӗнче пӗлӳ пухнӑ. Ку проект хӳтӗлевпе массӑллӑ тата ҫарпа патриотла ӗҫ-пуҫ уйӑхлӑхӗн пӗр пайӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн та вӑл хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатмӗ.
Оксана Верликова, Надежда Андреева, Денис Афанасьев