Тӗп хулари 38-мӗш шкулта хутшӑну лапамӗ уҫӑлчӗ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсене ҫулленех ҫур миллион тенкӗлӗх грантсемпе пулӑшать. Ҫак укҫа ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме ҫул уҫать. Тӗслӗхрен, Шупашкарти 38-мӗш шкулта коворкинг лапамӗ йӗркеленӗ.

Ҫак вырӑн ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн, педагогсен хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетме тивӗҫ. 

Шкулӑн 3-мӗш хучӗ тӗпрен улшӑннӑ. Грантпа сӗтел-пукан, хальхи йышши техника, интерьер пайӗсем туяннӑ. Коридорта ҫемҫе ларкӑчсем вырнаҫтарнӑ кӗтес йӗркеленӗ. Унта ачасем тӑхтав вӑхӑтне ирттерме кӑмӑллаҫҫӗ. 

Проект тапхӑрӗнчех коворкинг аслисемпе ачасене пӗрлештернӗ. Вӗренекенсем стенасене илемлетме эскизсем ӳкернӗ, педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ сӗнӳ-канашпа пулӑшнӑ, хӑйсен дизайнер курӑмне ӗҫе кӗртнӗ.

Хӑтлӑ вырӑнта ӑсталӑх сехечӗсем, рисовани урокӗсем иртеҫҫӗ. Шкул хыҫҫӑнхи тӗрлӗ ӗҫ-пуҫа хутшӑнма ашшӗ-амӑшӗ те хавас.

Коворкинг-лапама уҫнӑ кун та пухӑннисемшӗн усӑлли нумай пулчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ искусствӑлла интеллект майӗсемпе паллашрӗҫ. Вӗсемшӗн ачасене нейросетьсемпе тӗрӗс усӑ курма вӗрентес вӑрттӑнлӑхсем уҫӑлчӗҫ. Ҫак технологисемпе пӗрмай усӑ курни мӗнпе япӑх пулнине те пӗлчӗҫ. Тӗлпулӑва регионти аслӑ шкулсемпе вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисене те явӑҫтарнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшне паянхи кун ҫӗршывра уйрӑмах кирлӗ профессисем пирки каласа кӑтартрӗҫ, хӑйсем патӗнче мӗнле специальноҫсемпе пӗлӳ панине уҫӑмлатрӗҫ. 

Алиса Александрова, Александра Борисова, Виктор Степанов