Чӑваш Ен тӗп хулине Пушкӑрт, Тутар, Удмурт тата Чулхула кадет корпусӗсенче вӗренекенсем килсе ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал пӗрремӗш хут спартакиадӑра Минскри Суворов ҫар училищинче пӗлӳ пухакансем хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсене Раҫҫей Президенчӗн Атӑл федераци округӗнчи полномочиллӗ представителӗн ҫумӗ Александр Тихонов тата Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗҫ.
Чӑваш Ен ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра патриотла воспитание пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Паян регионта 140 ытла кадет корпусӗ, 80 ытла шырав ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗпе Чӑваш кадет корпусӗ Атӑл федераци округӗнче виҫӗ чи лайӑх вӗренӳ учрежденийӗ йышнӗ кӗнӗ. Спартакиадӑна чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ирттерме йышӑнни пирӗншӗн пысӑк чыс, терӗ Олег Николаев.
Кадетсем спорт, пултарулӑх тата ӑс-тӑн тупӑшӑвӗсенче вӑй виҫӗҫ. Программӑра, уйрӑммӑн илсен, чӑрмавсене парӑнтарасси, ишесси, марш-бросок, ҫӑмӑл атлетика, стройпа утасси, пӑшалтан тӗл пӗресси тата ытти те. Ҫар ӑсталӑхӗн мелӗсене те кашни кадетӑн лайӑх пӗлмелле. Унӑр пуҫне вӗсем сочинени ҫыраҫҫӗ, тест ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ.
Кӑҫалхипе кадетсен спартакиади 9-мӗш хут иртет. Вӑл авӑн уйӑхӗн 25-мӗшчен пырать. Хӑнасемпе кадетсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса Мухтав монумӗнче умне чечексем хучӗҫ.
Диана Иванова, Игорь Ульянов