Сывлӑхне ҫирӗплетнипе пӗрлех канаҫҫӗ тата пултарулӑхне аталантараҫҫӗ

"Росинка" физкультурӑпа вӗренӳ центрӗнче "Губернатор лагерӗ" проектӑн 5-мӗш смени вӗҫленчӗ. Ачасене ҫак ятпа республика ертӳҫи саламларӗ. 

Спорт темине халалланӑ "Чемпионсем стартра" смена икӗ эрнене пынӑ. Пурӗ унта республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 11 ҫултан пуҫласа 17 ҫулчченхи 100 ытла ача каннӑ. Вӗсем пурте спортра пысӑк ҫитӗнӳ тунӑскерсем. "Губернатор лагерӗ" ҫӗршыври "Артек" лагерь евӗр ӗҫлет. Ҫакӑ ачасен канӑвне ҫулталӑкӗпех йӗркелеме май парать. 

Учрежденире ачасен вӗренӗвӗ пирки те манмаҫҫӗ. Кӑнтӑрлаччен вӗсем инҫет мелӗпе пӗлӳ пухаҫҫӗ. Ҫакӑн валли кунта ятарлӑ 4 пӳлӗм хатӗрленӗ. Ун хыҫҫӑн вара хӗрсемпе каччӑсене спорт, пултарулӑх ӗҫ-пуҫӗ, мастер-классем тата паллӑ ҫынсемпе тӗл пулусем кӗтеҫҫӗ. Йӗркелӳҫӗсен шухӑшӗпе, ку проект ачасене тата пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ҫӗнӗ тӗллевсем патне талпӑнма пулӑшать. Ҫакна канакансем те ҫирӗплетеҫҫӗ. 

Пурӗ "Губернатор лагерӗнче" кӑҫал 8 смена йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫапла вӗренӳре, спортра, пултарулӑхра палӑрнӑ 800 ытла ача ӑсталӑхне ӳстерӗ. 

Оксана Верликова, Павел Иритков