Шупашкарти 55-мӗш шкулта тӗплӗ юсав хыҫҫӑн вӗренӳ пуҫланчӗ

Ачасемпе учительсем пӗлӳ ҫуртне таврӑнчӗҫ. Строительсем ӗҫленӗ тапхӑрта вӗренекенсем юнашарти 40-мӗш тата 41-мӗш шкулсенче ӑс пухнӑ. Юсава килӗшӳ тӑрӑх чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Подряд организацийӗ ӗҫе маларах туса пӗтерме пултарнӑ.

55-мӗш шкул ҫуртне 1989-мӗш ҫулта тунӑ. Вӗренӳ ҫулӗ тӗлне яланах тирпей-илем кӗртессипе ӗҫленӗ, анчах тӗплӗ юсав кунта нихӑҫан та пулман. Икӗ ҫул каялла картише йӗркене кӗртнӗ, стадиона ҫӗнетнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче подряд организацийӗ шкула юсама пуҫланӑ. Ҫутӑ тытӑмне, шыв пӑрӑхӗсене, ҫурт тӑррине улӑштарнӑ. 

Уявра шкула тирпейлеме пулӑшнӑ хастар ашшӗ-амӑшне тав хучӗсем парса хавхалантарчӗҫ. Кам сӗтел-пукан йӑтнӑ, кам ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑ. Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлени те пӗрре мар пулнӑ. Вӗренекенсен амӑшӗсем строительство ӗҫӗ хыҫҫӑн ҫурта ҫуса тирпейленӗ. Уява килнӗ сумлӑ хӑнасем вӗсене те тав туса калаҫрӗҫ. 

Килӗшӳ тӑрӑх шкула малтан 202 миллион тенкӗлӗх юсама палӑртнӑ. Анчах самай кивелме ӗлкӗрнӗ ҫуртра ӗҫ унччен пӑхса хунинчен ытларах пулнӑ. Ҫавӑнпа юсав валли пурӗ 300 миллиона яхӑн тӑккаланӑ. Шкула хӗрлӗ хӑю касса уҫрӗҫ. 

Шкулта пушар хӑрушсӑрлӑхӗн тытӑмне йӗркене кӗртнӗ, видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Кунта паянхи кун 1 513 ача ӑс пухать. Вӗсем валли 14 пин кӗнеке туяннӑ. Пур класа та ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Истори урокӗ ирттермелли пӳлӗмпе юнашар тӗрлӗ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса ятарлӑ кӗтес йӗркеленӗ. Пухӑннисем вӗсене сума-суса пӗр минут шӑп тӑчӗҫ, чечексем хучӗҫ. Ачасемпе хӑнасем шкула пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Юсав хыҫҫӑн мар, ҫӗнӗ шкула кӗнӗ пек туйӑнать, терӗҫ.

Шкулӑн тулаш енӗ мӗнле пулассине ачасене ӳкерсе кӑтартма ыйтнӑ. Вӗсем хушшинче конкурс йӗркелесе чи ӑнӑҫлӑ виҫӗ ӗҫе суйланӑ та сасӑлав ирттернӗ. Ҫапла майпа строительсем ытларах сасӑ пухнӑ тӗслӗхе тӗпе хурса тулаш енне тунӑ.

55-мӗш тата 3-мӗш пӗлӳ ҫурчӗсене "Ҫӗнӗ шкул" тата "Халӑх контролӗ" проектсем пулӑшнипе ҫӗнетнӗ. Республикӑра кӑҫал харӑсах 38 вӗренӳ учрежденине тӗпрен юсаҫҫӗ. 

Алена Артемкина, Святослав Петров