Шупашкарти 4-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн иккӗмӗш корпусӗ юсав хыҫҫӑн алӑкне уҫрӗ

Ӳнер шкулӗ кӑҫал 40 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ тӑвать. Уява вӗсем ҫӗнӗ те хӑтлӑ ҫуртра кӗтсе илчӗҫ.

Кунта Кӑнтӑр тата Алькеш поселокӗсенчи ачасем вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Пурӗ вӗсене валли 5 уйрӑм ӗҫлет. Кӑҫал ҫӗннине - мультипликаци класне уҫнӑ. Юсав ӗҫне ӳнер шкулӗнче ҫулла тытӑннӑ, авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче вара вӗҫленӗ. Ҫакна валли хыснаран 12 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Халӗ ачасемпе вӗрентекенсем валли ӗҫлеме тата ӑсталӑха туптама пӗтӗм май пур. Пӳлӗмсем хӑтлӑ та ҫутӑ, техникӑпа оборудовани те ҫӗнӗ,  салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсене, фойене йӑлтах улӑштарнӑ.


Шкула уҫма хутшӑннӑ Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тата Чӑваш Республикин хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева тата ытти хӑнасем юсаса ҫӗнетнӗ шкулпа, ачасен пултарулӑхӗпе паллашрӗҫ. Ӗҫре палӑрнӑ педагогсене тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗҫ.  
Ӳнер шкулӗн девизӗ - "Пур ача та талантлӑ". Ҫакна тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ те кунти педагогсем. Кашни ачана аталанма, пултарулӑхне уҫма пулӑшаҫҫӗ.

Оксана Верликова, Вадим Владимиров.