Шел пулин те, тӑван чӗлхепе культура аталанӑвӗнчи ӗҫне малалла тӑсма, вӑрӑм ӗмӗр пурӑнма шӑпи пӳрмен ӑна. Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн Шупашкарти вӗрентекенсем 2-мӗш меслетлӗх фестивальне пухӑнчӗҫ. Ӑна Галина Абрамована асӑнса ирттереҫҫӗ.
Галина Абрамована республикӑра, чӑвашсем пурӑнакан ытти регионта ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхепе кӑсӑклантарас, тивӗҫлӗ пӗлӳ парас тӗллевпе ҫине тӑрса ӗҫлени тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Фестивале пухӑннисем унӑн пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ пирки нумай калаҫрӗҫ. 2005-мӗш ҫулта вӗренӳ министерстви ҫӗнӗ учебниксем кӑларас шухӑшпа конкурс ирттернӗ. Ӗҫтешӗсем аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне доцентсемпе профессорсем сӗннӗ материалсемпе тан пӑхса тухса 59-мӗш шкул учителӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ, пулас кӗнеке никӗсӗ вырӑнне суйланӑ. Галина Васильевна ырми-канми тӑрӑшса 1-мӗш класран пуҫласа 9-мӗшчен ачасене чӑвашла вӗрентмелли программа хатӗрленӗ.
Фестиваль Шупашкарти 1-мӗш шкулта иртрӗ. Унта Галина Васильевнапа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ, вӑл ертсе пынипе чӑваш чӗлхи аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑ педагогсем, ҫамрӑк вӗрентекенсем тӗл пулчӗҫ. Хисеплӗ вӗрентекен пурнӑҫӗпе сӑнӳкерчӗксен куравӗнче тепӗр хут паллашма май пулчӗ. Галина Абрамован чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес меслечӗсене тӗпе хывнӑ пултарулӑх ӗҫӗсемпе публикацийӗсем, вӗренӳ пособийӗсем унӑн хӑй хыҫҫӑн хӑварнӑ йӗрӗ тарӑн та халӗ пурӑнакансемшӗн ҫав тери пӗлтерӗшлине ҫирӗплетрӗ.
Фестивалӗн кашни саманчӗ ырӑ туйӑмсемпе тулли. Пултаруллӑ педагогпа мӑнаҫланни, унпа ҫывӑх тус-пӗлӗш пулнишӗн савӑнса телейпе тулни, ӗҫӗсемпе хавхаланни. "Эсӗ кайрӑн та..." фильм кашнин чунне пырса тиврӗ. Унта тӗп сӑнар пурнӑҫӗ, вӗрентӳ ӗҫӗнчи утӑмӗсем пирки сӑмах.
Галина Абрамова чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре чӑрмавсемпе те пӗрре мар тӗл пулнине аса илчӗҫ. Анчах малаллах талпӑннӑ. Ырӑ сӑнарне, ӗҫченлӗхне, ҫирӗп тӗллевлӗхне паян кӑларӑмӗсем упраҫҫӗ.
Калӑпӑшлӑ ӗҫ-пуҫӑн 2-мӗш пайӗнче вӗрентекенсем секцисене пайланса ӗҫлерӗҫ. Урок ирттерсе тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес харпӑр хӑй вӑрттӑнлӑхӗсене уҫрӗҫ. Хушма занятисенче наци культурипе епле проектсем урлӑ паллаштарнине каласа кӑтартрӗҫ, ӑсталӑх урокӗсем ирттерчӗҫ.
Алиса Александрова, Надежда Андреева








