Сумлӑ хӑна педагогсем умӗнче тухса калаҫнӑ май Владимир Мединскин автор курсне тӗплӗн тишкерчӗ. Ҫакӑ вӗрентекенсемшӗн малашнехи ӗҫре те витӗмлӗ пулӑшу пулӗ. Тӗлпулӑва пухӑннисем шкулти истори урокӗсене тата та кӑсӑклӑрах тӑвасси, мӗнле меслетсемпе усӑ курасси пирки калаҫрӗҫ.
Вӗренӳ интенсивӗнче "Улӑп" ятпа регионти цифра лапамӗ йӗркелессине те сӳтсе яврӗҫ. Пысӑк ӗҫӗн никӗсӗ - авторсен ушкӑнӗпе учебник валли материал пухса хатӗрлени.
Электрон лапамра ӑслӑлӑх ӗҫӗсем те, видеоматериал та, историри кӑсӑклӑ фактсем те пулӗҫ. Вӑл шутра чӑвашла та.
Алиса Александрова, Борис Андреев.








