Республикӑри тӗрлӗ шкулта иртнӗ пуҫламӑш тапхӑра 200 ытла педагог хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Хӑйсен ӗҫӗнче чи пултаруллисене округ е хула шайӗнче палӑртнӑ. Финала ирттерме Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицея суйлани ахальтен мар. Пӗлтӗрхи ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи шӑпах ҫак вӗренӳ учрежденийӗнчен. 2 кунра чи пӗлтерӗшлӗ тапхӑра ӑмӑртса ҫитнисем пач палламан ачасемпе урок тата калаҫусем ирттерчӗҫ. Конкурсантсен ӗҫне пысӑк опытлӑ вӗрентекенсемпе, аслӑ шкулсенчи преподавательсемпе танах шкул ачисем те хакларӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Октябрьски шкулӗнче географи вӗрентекен Алексей Афанасьев округ шайӗнчи конкурса пӗрре мар хутшӑннӑ. Кӑҫал республикӑри тапхӑра ҫитме пултарнӑ.
Конкурсӑн 1-мӗш турӗ хыҫҫӑн тӳресем 5 лауреата палӑртнӑ. Вӑл йышра Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими вӗрентекен Алевтина Алексеева та пур. Ҫамрӑк вӗрентекен кӑткӑс темӑсене тишкернӗ чухне ӗҫе пуканесене явӑҫтарать.
Чи пултаруллӑ 5 педагогран ҫӗнтерӳҫе "Ҫулталӑк учительне - ыйту" тапхӑрта палӑртрӗҫ. Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шайӗнче кам хӳтӗлесси професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсенче мала тухнисене чысланӑ кун паллӑ пулӗ.
Алиса Александрова, Николай Скворцов