Пӗлӳ ҫуртне те, культура вучахне те ҫӗнетнӗ

Елчӗкре юсав хыҫҫӑн шкул, Вӑрӑмхӑвара клуб уҫӑлчӗ. Ял ҫыннисемшӗн ҫакӑ кӗтнӗ парне. Иртнӗ ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринчех лартнӑ ҫуртсем самай кивелнӗ. Вӗсене йӗркене кӗртме республика хыснинчен укҫа уйӑрнӑ. Елчӗк тӑрӑхӗнче пурӑнакансен савӑнӑҫне Правительство Пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пӗрле пайларӗ. 

Елчӗкри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулта - пысӑк уяв. Пуш уйӑхӗнчен пуҫласа тӗплӗ юсавра пулнӑскер ачасем валли алӑкне уҫрӗ. Кунта халӗ йӑлтах ҫӗнӗ. Ӑшӑ, шыв, канализаци пӑрӑхӗсене, электричество тытӑмне, алӑксене улӑштарнӑ. Ҫурт стенисене шалтан та, тултан та илемлӗ сӑн кӗртнӗ. 1959-мӗш ҫулта хута янӑ пӗлӳ ҫурчӗ унччен мӗнле пулнине халӗ сӑнӳкерчӗксем кӑна аса илтереҫҫӗ. Шкула юсама регион хыснинчен 58 миллион тенке яхӑн уйӑрнӑ. 

Пысӑк ӗҫе вӗҫленӗ ятпа саламлама ҫитнӗ хӑнасем шкул пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ. Астӑвӑма упраса хӑварассине, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парассине кунта тӗпе хураҫҫӗ. Шкул коридорӗнче хӑйне евӗр курав залӗ йӗркеленӗ. Экспозицисенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки каласа кӑтартать. Теприне паянхи паттӑрсене - ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ ентешӗсене халалланӑ. Иртнӗ ҫултанпа Елчӗк шкулӗ кунтан вӗренсе тухнӑ Тӳскел каччи Николай Петров ячӗпе хисепленсе тӑрать. Вӑл Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ, унӑн пурнӑҫӗ 2023-мӗш ҫулта йывӑр ҫапӑҫура татӑлнӑ. 

Елчӗк шкулӗнче 600 ытла ача пӗлӳ илет. Вӗренекенсем олимпиадӑсенче, пултарулӑх конкурсӗсенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. 13 ача Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑрать. Ытти ҫитӗнӳ те чылай. Паха пӗлӳ илмелли майсем лайӑхланнине кура, малашне вӗсем тата ытларах пуласса шанаҫҫӗ кунта. 

Вӑрӑмхӑвара пурӑнакансен вара культура вучахӗ ҫӗнӗ вӑйпа ялкӑшма пуҫларӗ. 1979-мӗш ҫулта лартнӑ клубра сивӗ пулнӑ, тӑрринчен шыв аннӑ, алӑксемпе чӳречесене те тахҫанах улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Кӑҫал ҫурта юсама "Культура аталанӑвӗ" патшалӑх программипе 8 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ял ҫыннисем ҫакӑншӑн питӗ хӗпӗртенӗ. 

Ял халӑхӗн канӑвне тулли те илӗртӳллӗ тума тӑрӑшни куҫкӗрет. Юрлама, ташлама, ал ӗҫне тума ӑста ҫынсем Вӑрӑмхӑвара чылай. Хаҫат-журнал, кӗнеке вулама юратакансем валли библиотека ӗҫлет.

Правительство ертӳҫи Сергей Артамонов Вӑрӑмхӑвара пурӑнакансем патне Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн саламне ҫитерчӗ. Ялти пурнӑҫа лайӑхлатса пырасси тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. 2026-мӗш ҫулта вара "Ҫемье " наци проекчӗпе Кивӗ Эйпеҫ ялӗнчи клуба та тӗпрен юсама палӑртнӑ. 

Екатерина Фомина, Сергей Бовыкин