Пӗлӗве ӳстерсе пыни паха

Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкулта "Русское слово: учим, знаем, любим!" Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен ӑсталӑх мастерскойӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна пӗрремӗш хут йӗркелерӗҫ.

Кунта Чӑваш Енрен, Тутарстанран тата Ленинград облаҫӗнчен хӑйсен ӗҫне юратакан вӗрентекенсем пуҫтарӑннӑ. Аякри регионсенчи - Мурманскпа Челябинск тӑрӑхӗсенчи ӗҫтешӗсем вара инҫет мелпе хутшӑнчӗҫ. Кӗҫӗн классене вӗрентекенсен ӑсталӑх мастерскойне пирӗн республикӑра ахальтен мар йӗркеленӗ. Чӑваш Енре хальхи йышши шкул нумай, педагогсем вара ҫӗнӗ вӗренӳ программисемпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

Темиҫе ҫул каялла пурнӑҫа кӗртнӗ методикӑсене те ҫӗнетсех пымалла. Ҫавӑнпа вӗрентекенсем тӑтӑшах пӗлӗвне ӳстереҫҫӗ. Хальхинче те 35 ӑсталӑх урокӗ ирттернӗ, ҫавӑн пекех 5 секцире пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллаштарнӑ. Вӗренӳ ӗҫӗнчи чи лайӑх меслетсене эксперт комиссийӗ хак панӑ. Специалистсем ҫакнашкал ӑсталӑх мастерскойне малашне те йӗркелеме калаҫса татӑлчӗҫ.

Диана Иванова, Антонина Капитонова, Святослав Петров