Пирвайхи 5 ҫулта ачасене уйрӑм ҫынсен килӗсенче пӗлӳ панӑ. 1895-мӗшӗнче учительсем тӑрӑшнипе шкул ҫуртне ҫӗкленӗ. 1937-мӗш ҫулччен пуҫламӑш пӗлӳ кӑна панӑ, каярах вӑтам шкул туса хунӑ. Вӗренӳ учрежденийӗ ҫӗршывра пулса иртекен ӗҫ-пуҫа та хастар хутшӑннӑ.
1941-мӗшӗнче вӑрҫӑ хыпарне илсен 18 учитель фронта тухса кайнӑ. Учительсем ятарлӑ фонда укҫа хывнӑ, ачасем танк колонни тума укҫа пухнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Трак шкулӗ малтисен ретӗнче. 2006-мӗш ҫулта Раҫҫей Президенчӗн грантне илнӗ, 2008, 2017-мӗшсенче "Раҫҫейри чи лайӑх шкул" ята тивӗҫнӗ. 2019-2023-мӗш ҫулсенче пӗлӳ ҫуртне тӗпрен юсанӑ.
Трак шкулӗнчен Чӑваш Правительствинче сумлӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсем, паллӑ наука, ҫар ҫыннисем, спортсменсем, артистсем, ҫыравҫӑсем вӗренсе тухнӑ. Вӗсем те ҫавраҫул уявне саламсемпе килсе ҫитнӗ.
Алиса Александрова