Хӑйсен ӗҫӗпе ыттисене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ, тӑрӑшуллӑрах пулма хавхалантараҫҫӗ

Республикӑра ҫулленех конкурс ирттерсе профессире чи пултаруллӑ педагогсене палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енре кӑҫал "Ҫулталӑк учителӗ", "Чи лайӑх класс ертӳҫи", ытти ӑмӑртура мала тухнисем Раҫҫейри тапхӑра кайма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫула тухиччен вӗсемпе Дмитрий Захаров министр тӗл пулчӗ. 

Регионта кашни ҫулах педагогсен ӑсталӑхне 11 номинацире хак парасси йӑлана кӗнӗ. Ҫуркунне Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫӗнтерӳҫӗсен ячӗсем паллӑ пулнӑ. Вӗсен йышӗнче чи лайӑх методист, социаллӑ педагог, воспитатель, психолог. Ираида Матьянова Шупашкарти хавшак сывлӑхлӑ ачасен 2-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литература вӗрентет. 2025-мӗш ҫулта вӑл тӑван чӗлхепе литература учителӗсем хушшинче иртнӗ конкурсра ӗҫтешӗсем хушшинче мала тухнӑ. Ун чухне ӗҫри ӑсталӑхне 23-ӗн кӑтартнӑ. Ҫак кунсенче Ираида Васильевна Бурятире пулнӑ Раҫҫей шайӗнчи тапхӑртан ТОП-15 йышне лексе лауреат пулса таврӑннӑ. 

"2025-мӗш ҫулти Ҫулталӑк учителӗ" ята тивӗҫнӗ педагог Алевтина Алексеева ҫак кунсенче хӑйӗн ӑсталӑхне Питӗрте кӑтартать. Ҫӗршыв шайӗнчи тапхӑрта 90 педагог тупӑшать. 2-мӗш тура куҫнисемшӗн ӑмӑрту малалла Мускавра тӑсӑлать. 

Тӗлпулӑва пухӑннӑ ытти учительсемшӗн вара яваплӑ та хумхануллӑ хатӗрленӳ тапхӑрӗ пырать. Дмитрий Захаров пурне те республика чысне тивӗҫлӗ шайра хӳтӗлеме сунчӗ. "Ытти регионтан килнисем тем пек пултаруллӑрах туйӑнсан та ан пӑшӑрханӑр, конкурс кашниншӗн хумхануллӑ. Хӑвӑр вӗрентекен ачасемшӗн эсир чи ӑсли, чи маттурри пулнине асрӑ тытӑр", - тесе хавхалантарчӗҫ Вӗренӳ институчӗн специалисчӗсем те. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов