Экзамена - уява кайнӑ пек

Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑспа чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче ҫапла йӑла ҫирӗпленнӗ. Унти студентсем халӑх фольклорӗ енӗпе экзамен пама наци ҫи-пуҫне тӑхӑнса пыраҫҫӗ. 

Экзамена аслашшӗ-асламӑшӗн кулленхи ҫи-пуҫне тӑхӑнса килесси филологипе журналистика факультетӗнче ӑс пухакансемшӗн ҫӗнӗлӗх мар. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхне вӗрентекен Галина Ильина каланӑ тӑрӑх, ку акци кунта 5 ҫул ытла пурнӑҫланать. Унӑн тӗллевӗ паянхи ҫамрӑксемшӗн уйрӑмах паха.

Ҫавӑнпа та преподавательсем ҫак студентсен умне пысӑк тӗллев лартнӑ. Ҫамрӑксем малтанах хӑйсен тӑрӑхӗнчи тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе кӑсӑкланса 96 страница таран хулӑнӑш тетрадьсене тӗпчев ӗҫӗсемпе тултарнӑ. Халӗ пухнӑ пӗлӗве экзаменра хӳтӗлесси юлнӑ.

Несӗлсен ҫи-пуҫне тӑхӑнни вара ҫак ҫыхӑнӑва тата та вӑйлатать. Ҫавӑнпа та ҫамрӑксем юратнӑ предметпа экзамен пама хӑйсен тӑрӑхӗнчи тӑван халӑх тумне тӑхӑнса килнӗ. 

Паллах, тум-тир урлӑ несӗлсен ҫыхӑнӑвне туйса тӑнӑ чух тӑван халӑх сӑмахлӑхӗпе ҫыхӑннӑ экзамен савӑнӑҫ кӑна, тейӗн. Асламӑшсемпе кукамӑшсен арчисенчен кӑларнӑ ҫи-пуҫпа капӑрлӑхсене халӗ ҫамрӑксем пӗр именмесӗр тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа авалхи пуянлӑх паян кун та йӑларан тухмасӑр ҫӗнӗрен чӗрӗлсе вӑй илет.

Халӑх культурин пуласлӑхӗнче пысӑк шанӑҫ паракан ҫамрӑксем экзамена ӑнӑҫлӑн тытнине палӑртмалла. Ҫак ҫӗнӗлӗх ӳлӗмрен ытти аслӑ шкулсенче те вӑя кӗрессе шанас килет. 

Алексей Енейкин, Николай Семенов