Ҫулленех нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей наукин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

1999-мӗш ҫулта йышӑннӑ уява Пӗрремӗш Петӗр Патша 1724-мӗш ҫулта Ӑслӑлӑх академине йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак кун ӑсчахсене чысласси, лекцисем, ӑсталӑх урокӗсем ирттересси йӑлара. Шупашкарти пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче те пысӑк фестиваль иртрӗ. 

Ӗҫ-пуҫ шкул ачисемпе студентсене, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсене, регионти пысӑк предприятисене пӗрлештерчӗ. Кванториумсенче ӑсталӑхне туптакансем хӑнасене хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарчӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча технопаркӗ паянхи кун 2 енлӗ 30 проектпа ӗҫлет. Путенесем ӗрчетнинчен пуҫласа квадрокоптерсем пуҫтарни таранах. Вӗренӳ учрежденийӗсем те ӑсталӑх урокӗсенче хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне кӑтартса пачӗҫ. 

Республикӑри "Точка роста" центрсенче аталанакансем те наука уявӗнче хастар пулчӗҫ. Хӑнасене паллаштармалли шухӑш-тӗллевӗсем сахал мар. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Шуршӑлти ҫакнашкал лапамра та пуҫару чылай. 

-"Ҫамрӑксем ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑннине, кӑсӑклӑ проектсем сӗннине курса тӑратпӑр. Пирӗн тӗллев - вӗсене пурнӑҫа кӗртме тивӗҫлӗ майсем туса парасси", - палӑртрӗ тӗлпулура Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та ачаран наукӑпа ҫывӑхланнӑ хастарсем пуласлӑхӑн ҫирӗп никӗсӗ пулнине каларӗ. Фестивальте ҫамрӑк ӑсчахсен, аспирантсен конкурсӗсенче мала тухнисене те чысларӗҫ. 

Алиса Александрова, Денис Афанасьев