Делегаци Комсомольски тӑрӑхӗнчи Тукай ялӗнчи тата Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулсенче пулса курчӗ. Ӗҫ-пуҫӑн тӗп тӗллевӗ - Тутарстанпа Чӑваш Республикисем вӗренӳ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине аталантарасси, педагогикӑри ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе явасси тата тутар чӗлхине вӗрентессине йӗркелесси. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулпа хӑнасене пӗлӳ ҫурчӗн директорӗ паллаштарчӗ.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта ачасене тутар чӗлхине театр ӑсталӑхӗ, юрӑ-ташӑпа сӑвӑ-калав, ал ӗҫӗ урлӑ ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Ҫитӗнекен ӑру тӑван чӗлхене хисеплетӗр, ан мантӑр, унпа ытларах калаҫтӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ вӗрентекенсем.
Ачасем вырӑс тата чӑваш чӗлхисене те аван пӗлнине кӑтартса пачӗҫ. Ахальтен мар пирӗн республикӑра туслӑхпа килӗшӳре 120 ытла наци ҫынни пурӑнать. Шӑнкӑртам вара ҫӗршыври чи пысӑк тутар ялӗсенчен пӗри шутланать.
Кун пек тӗл пулусен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине, вӗсене малашне те йӗркелемеллине палӑртрӗҫ пухӑннисем. Ҫавна май халӗ пирӗн республика делегацине Тутарстана йыхравларӗҫ.
Оксана Верликова, Игорь Ульянов