Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историне ытларах туйса илме ҫамрӑксене малтанах салтак пилоткисемпе тивӗҫтерчӗҫ. Экскурси Республика тӳремӗнчен пуҫланчӗ. Кунта уҫӑ тӳпе айӗнче фотокурав йӗркеленӗ. Экспозици Чӑваш Ен Ҫӗнтерӗве мӗнле ҫывхартма пулӑшни пирки каласа парать. Ахальтен мар Шупашкар "Ӗҫ мухтавӗн хули" хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Паллах, чылай япала пирки ҫамрӑксене шкулта каласа панӑ. Экскурси вара вӗсене пӗлӗве ҫирӗплетме пулӑшать.
Патриотизм маршручӗпе утса тухма хастар шкул ачисемпе студентсене йыхравланӑ. Вӗсем Шупашкарти Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ вырӑнсенче пулнипе пӗрлех, Куславкка тӑрӑхӗнчи Сӑрпа Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ мемориалпа паллашрӗҫ. Чылайӑшӗ кунта - пӗрремӗш хут. Пӗр кун тӑсӑлакан экскурсине пуянлатас тесе ачасене
тӗрлӗ усӑллӑ ӗҫ-пуҫа та явӑҫтарчӗҫ. Тӗслӗхрен, вӗсем хӳтӗлев карри ҫыхса пӑхма пултарчӗҫ.
Ҫамрӑксем ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче чылай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Ҫӗнтерӳ Паркӗпе юнашар вырнаҫнӑ урам мӗншӗн Зоя Яковлева ячӗпе хисепленсе тӑрать? Вӑл актриса пулнӑ, партизансен йышӗнче тӑшмана хирӗҫ кӗрешнӗ, иккен. Зоя Яковлева пултарулӑх ҫулне шӑпах Шупашкарта такӑрлатма пуҫланӑ. Ачасене ун пирки документлӑ фильм кӑтартрӗҫ. Сӑмах май, ҫак маршрута Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен агентствӑн "Больше, чем путешествие" программипе тата "Движение первых" юхӑмпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ ҫулҫӳреве пурӗ пин те икҫӗр ытла ҫамрӑка явӑҫтарма палӑртаҫҫӗ.
Вероника Павлова, Михаил Солин