Атайкасси ялӗ чиперленсе, аталанса пырать

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн республикӑра пӗлӳ учрежденийӗсене ачасене кӗтсе илме епле хатӗрленине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкар тӑрӑхӗнче пулнӑ май Атайкасси шкулне ҫитсе курчӗ. Ҫавӑн пекех ҫак ял пурнӑҫӗпе паллашрӗ.

Атайкассинче пин те 500 ытла ҫын пурӑнать. 110 вырӑнлӑ садике 105 ача ҫӳрет. 2020-мӗш ҫулта хута янӑ учрежденире ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ енлӗ аталантарма майсем туса панӑ. 2 ҫул каялла кунта агролаборатори уҫнӑ. Ҫӗр ӗҫӗпе кӑсӑклансах аппаланаҫҫӗ пӗчӗккисем. Республикипе паянхи кун тӗлне ҫакнашкал 137 агролаборатори хута янӑ. "Вӗренӳ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ялти вӑтам шкула та 2023-мӗш ҫулта тӗпрен юсанӑ. Кӑҫал республика тата муниципалитет бюджетӗнчи укҫа-тенкӗпе пӗлӳ ҫурчӗн таврашне хӑтлӑх кӳнӗ. Халӗ ял шкулӗн сӑн-сӑпачӗ хуларинчен пӗрре те кая мар.

Атайкассисен тепӗр юратнӑ вырӑнӗ - стадион. Халӑх унта баскетболла, волейболла выляма пуҫтарӑнать. Чупмалли ҫулсем, тренажерсем пур. Мини-футбол вӑййине кӑмӑллакансем те кунтах килеҫҫӗ. Ялта фельдшерпа акушер пункчӗ те хӑпартма пуҫланӑ. Медицина пулӑшӑвӗпе кунта пин те 800-е яхӑн ҫынна тивӗҫтерӗҫ. Вӑл шутра кӳршӗ ялсене те. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев атайкассисене тепӗр хыпарпа савӑнтарчӗ - ҫитес ҫулсенче кунта ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ тума палӑртнӑ. 

Алиса Александрова, Павел Иритков