Ачана шкула хатӗрленме пулӑшаҫҫӗ

Республикӑра ачасене шкула хатӗрленме пулӑшакан йӑлана кӗнӗ акци малалла пырать. Ӑна "Единая Россия" парти йӗркелет. Хальхинче ачасене Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Раҫҫей сенаторӗсем Николай Федоров тата Николай Владимиров парнесем пачӗҫ.

Ҫурла уйӑхӗ - ашшӗ-амӑшӗшӗн чи тӑкаклӑ вӑхӑт. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне чылай япала туянмалла: тетрадьрен пуҫласа шкул форми таранах. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе "Единая Россия" парти сахал тупӑшлисене, нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать. Хальхинче 10 ачана шкул кутамкки парнелерӗҫ. Раҫҫей сенаторӗсем Николай Фёдоровпа Николай Владимиров вӗсене лайӑх паллӑсемпе вӗренме сунчӗҫ. 

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене уйрӑмах тимлӗх. Шупашкарти 5-мӗш гимназире Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева ачасене шкулта кирлӗ пулакан хатӗрсем парнелерӗ. «Ачана шкула хатӗрле» акци авӑн уйӑхӗн 1-мӗшччен пырать. Ҫапла майпа пӗлтӗр республикӑри пин те 500 ытла шкул ачине пулӑшнӑ. 

Диана Иванова, Елена Буинцева, Виктор Степанов, Игорь Ульянов