Профсоюз комитечӗн ертӳҫи Анастасия Козлова ку профилактори-санаторире темиҫе хут та пулса курнӑ. Юсав хыҫҫӑн кунта тата хӑтлӑраххине палӑртать вӑл.
42 ҫул хушшинче профилакторие пӗрремӗш хут ҫапла тӗплӗ юсанӑ. Ҫуртӑн 5 хутне те ҫӗнетнӗ. Юсава кухньӑран пуҫланӑ, сӑрланӑ, стенасем ҫине обой ҫыпӑҫтарнӑ тата мӗнпур хатӗр-хӗтӗре, вентиляци тытӑмне улӑштарнӑ. Мачча та 12 сантиметр ҫӗкленнӗ. Пӗрремӗш хутра сусӑрсем валли душ пӳлӗмӗ туса хунӑ, халӗ хавшак сывлӑхлӑ ҫамрӑксене ҫӑвӑнма меллӗрех кунта.
Корпусра пурӑнмалли вырӑн та нумайланнӑ, ҫавна кура пӗр пӳлӗмре унчченхи пек 4-ӑн мар, 3-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Иккӗмӗш хутра физиотерапи, саунарий, тренажер залӗ, УЗИ кабинечӗ, ту сывлӑшӗн кабинечӗ вырнаҫнӑ. Зоя Сергеева медсестра кунта 12 ҫул тӑрӑшать. Вӑл студентсемпе ӗҫлеме питӗ кӑмӑллине палӑртать.
Ҫулталӑкне профилакторире 800 студент тата университетра ӗҫлекен 100 яхан ҫын сывлӑхне ҫирӗплетет. Бюджетлӑ майпа вӗренекенсем кӑна килме пултараҫҫӗ кунта. Ҫӗнӗлӗхсемпе Андрей Александров ректорпа сумлӑ хӑнасем паллашрӗҫ, тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Канупа сиплев ҫурчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ ятпа 5 студента профилакторие килмелли путевка парса хавхалантарчӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов