Раҫҫейри пӗртен-пӗр музей 2010-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ. Ун пирки халӑха пӗлтерес тесе шӑпах кулибинсен конкурсне пуҫарнӑ та. Республикӑра вӗсем чӑннипех те йышлӑ. Хӑшӗ кил-хуҫалӑхра, уйра-пахчара пулӑшакан техника шутласа кӑларать, тепри квадроциклсем е кирек епле чӑрмавлӑ вырӑнта та путман машин. Ҫулсем иртнӗ майӑн конкурс ячӗ ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, Владимир тата Курск облаҫӗ инҫет мелпе хутшӑннӑ. Куравра Тутарстанри ӑстасен техники те пулнӑ.
Тупӑшӑва хутшӑнакансемшӗн - тӗп вырӑнта ҫӗнтересси мар. Хӑйсем мӗн тунине кӑтартса ыттисен ӗҫӗсемпе паллашасси, ыттисен ӑсталӑхӗпе, тавҫӑрулӑхӗпе, пуҫарулӑхӗпе хавхаланасси. Елчӗк тӑрӑхӗнчен килнӗ Дмитрий Ермолаев, сӑмахран, хӑйӗн пирвайхи тракторне ахаль кӑна, пӗр-пӗр тӗллевсӗр тунӑ.
Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлчра пурӑнакан Александр Кузьмин ӗҫне "Трактор техники" номинацире 3-мӗш вырӑн парса хакларӗҫ. Арҫын хӑйне валли кӑна мар, ыттисем ыйтсан та тимӗртен "ӗҫ лаши" пуҫтарса пама хавас.
Ҫак номинацирех кӗмӗл призер ятне Тутарстанран ҫитнӗ Айрат Гайфуллин тивӗҫрӗ. 1-мӗш вырӑна Николай Ермаков тухрӗ. Профессийӗпе инженер-механик. "Сварщик те, слесарь те, токарь те хамах", - тет тракторӗ ҫумне ҫӗрулми кӑлармалли агрегат ҫакса килнӗскер. "Ял хуҫалӑх машинисем" номинацире Муркашри Сергей Порфирьев мала тухрӗ. Пӗртӑванӗпе пӗрле шутласа кӑларнӑ хатӗрпе бетон, чул, утӑ турттарма пулать.
Конкурс Гран-Прине Валерий Александров ҫӗнсе илчӗ. Ӑна 100 пин тенкӗпе танлашакан преми парса хавхалантарчӗҫ. 1-мӗш вырӑн йышӑннисене - 30, иккӗмӗшне тухнисене - 20, виҫҫӗмӗшне йышӑннисене 10-шар пин.
Алиса Александрова, Святослав Петров