Чӑваш Енре археологсем чул тапхӑрӗнчи аваллӑха тӗпчеҫҫӗ

Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи "Звездный" лагерь ҫывӑхӗнче археологсем палеолит - чул тапхӑрӗнче пурӑннӑ пирвайхи ҫынсен вырӑнне тупнӑ. Чӑваш Енре ку - пӗрремӗш тӗслӗх. 

Ку - чи авалхи ҫынсен пурӑннӑ вырӑнӗ. Кунта вӗсен вӑхӑтлӑх ҫурчӗ пулнӑ. Ҫакна тӗксӗмрех йӗрсем ҫирӗплетеҫҫӗ, уйрӑмах юпа шӑтӑкӗсене сӑнама пулать, теҫҫӗ специалистсем. Унсӑр пуҫне авалхи чӗрчун йӑви те сыхланса юлнӑ. Ку таранччен Чӑваш Енре чул тапхӑрӗнчи ҫурт вырӑнне тупнӑ тӗслӗх пулман-ха! Ҫак лаптӑка куҫса ҫӳрекен халӑх 10 - 15 пин ҫул каялла килӗштернӗ, иккен. 

Тӗпчев вӑхӑтӗнче авалхи вӑкӑр - тур шӑммине те тупнӑ. Апла пулсан вӗсем Атӑл тӑрӑхӗнче те пурӑннӑ, теҫҫӗ археологсем. Хальлӗхе специалистсем 500 тӑваткал метр лаптӑка ҫеҫ тӗпченӗ, апла пулин те кӑсӑкли чылай тупнӑ. Ытларах ӗнтӗ вутчул - кремень катӑкӗсем ҫӗр айӗнчен тухаҫҫӗ. Вӗсене сӗм авалхи ҫынсем ӗҫ хатӗрӗ пек усӑ курнӑ. Кунта ҫӗҫӗ, мӑлатук, тир-тавраш хырмалли. Сӑмах май, Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗпе юнашар паянхи кун та вутчул тухнӑ вырӑн пур. Ҫакӑн пирки палеолит вӑхӑтӗнче те пӗлнӗ, иккен. 

Шӑпах кунта авалхи ҫынсем вутчултан тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗ ӑсталанӑ та. Археологсен сӑмахӗпе, хӑшӗ-пӗрне чылай вӑхӑт сӑнаса киленме пулать. Чул ӗмӗрӗнче те хӑйне май пултаруллӑ ҫынсем пулнӑ. Пурӗ ҫӗр айӗнчен 22 пин ытла артефакт кӑларнӑ. Авалхи вӑрттӑнлӑхсене уҫӑмлатма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче ӗҫлекенсене ытти регионти тӗпчевҫӗсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва та кӑсӑклӑ ӗҫе явӑҫтарнӑ. 

Археологсем тӗпчев ӗҫне кунта ҫитес ҫул малалла тӑсас тӗллевлӗ. Вырӑнӗ истори енчен пуян. Чул саманинчи хатӗрсене ҫеҫ мар, 18-19-мӗш ӗмӗрти тӑм катӑкӗсене те ҫиеле кӑларнӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи стрелоксен пӗрремӗш полкӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ хатӗре те тупнӑ.

Вероника Павлова, Игорь Ульянов