Кӳкеҫри 2 хутлӑ культура ҫуртне 61 ҫул каялла хута янӑ. Унтанпа ӑна пӗрре те тӗплӗ юсаман. Объектра ӗҫсем "Культура" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртнӗ уйӑхра пуҫланнӑ. Вӑл кӗҫех тӗпрен улшӑнмалла. Кивӗ ҫуртран никӗсӗпе стенисем кӑна юлаҫҫӗ. Мӗн палӑртнине пурнӑҫлама республика тата вырӑнти хыснасенчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Тӗп культура ҫуртне ҫӗнетессе кунта ӗҫлекенсемпе пӗрлех вырӑнти халӑх та чӑтӑмсӑр кӗтет. Малашне пултарулӑх ушкӑнӗсем капӑрланнӑ ҫуртра концертсем лартма, зал тулли куракан пуҫтарма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Объектра хальлӗхе 15 рабочи вӑй хурать. Паянхи куна демонтаж пырать. 60 ытла ҫул хушшинче ҫурт самай кивелнине пула ҫӗнетмелли чылай. Ҫапах та подряд организацийӗ ӗҫе вӑхӑтра туса пӗтерме шантарать. Шупашкар тӑрӑхӗнче культура тытӑмне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Инҫетре вырнаҫнӑ ялсене ҫитсе концертсем кӑтартма вара кӑҫал автоклуб туянма палӑртаҫҫӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата паянхи самана» музей, чӑн та, самай анлӑланнӑ. Кунта хушма ҫурт тӑвас ӗҫе строительсем кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пикеннӗ. Палӑртнӑ вӑхӑтран чылай маларах - утӑ уйӑхӗнче туса пӗтернӗ. Ҫавна май тепӗр икӗ пӳлӗм хушӑннӑ. Вӗсене ӑшӑ, ҫутӑ, пушар тата хурал тытӑмӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра музей фондӗнче 12 пине яхӑн экспонат упранать, анчах та вырӑн сахаллине пула куракансем умне пӗрре виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ кӑларма пултарнӑ. Малашне кунта куравсем, тӗрлӗ проектпа пултарулӑх класӗсем ытларах йӗркелес тӗллевлӗ. Ҫӗнӗ экспозицие ҫитес ҫул, музей 25 ҫул тултарнӑ тӗле уҫмалла.
Оксана Верликова, Святослав Петров