Юрра-ташша ӑста пулсан мӗншӗн ҫакна пытарса пурӑнмалла

Ялти арҫынсене юрӑ-ташӑ ушкӑнне явӑҫтарма ҫӑмӑл мар. Ҫавах та ырӑ тӗслӗх те пур. Вӑрнар округӗнче арҫынсенчен кӑна тӑракан ансамбль йӗркелесе янӑ. "Алтӑр ҫӑлтӑр" ят панӑ ушкӑнра 12 ҫын.

Коллектив 4-мӗш ҫул ӗнтӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӑван тӑрӑхра тата республикӑра пурӑнакансене савӑнтарать. Хастарсем пӗрре мар тӗрлӗ конкурсра та палӑрнӑ. 

"Алтӑр ҫӑлтӑр" ансамбль сцена ҫине тухсан урасем хӑйсемех ташша яраҫҫӗ. Куракансен кӑмӑл-туйӑмне тӳрех ҫавӑрса илеҫҫӗ вӗсем. Кашни тӗрлӗ музыка инструменчӗпе калама ӑста. 

Концертсене тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ артистсем. Кашни эрнерех тӗл пулма тӑрӑшаҫҫӗ Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кушар Юнтапа культура ҫуртӗнче. Репетицисене юнашар ялсенчен ҫеҫ мар, Элӗк округӗнчен те ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта тӗпленнисем те айккинче юлмаҫҫӗ. 

Ушкӑна 21-мӗш ҫулта йӗркелесе янӑ. Ҫав ҫулах хастарсем концертпа 28 клуба ҫитнӗ. Халӑх хапӑлласа йышӑннӑран пуҫарнӑ ӗҫе малалла тӑсас тенӗ. Кушар Юнтапари Культура ҫурчӗн ертӳҫи Александр Иванов ҫакнашкал ушкӑн пуҫтарма тахҫанах ӗмӗтленнӗ, иккен. Шухӑша пурнӑҫа кӗртме пӗр шӑнкӑрав хавхалантарнӑ. 

Ҫапла юрӑ-ташӑпа туслӑскерсене пухнӑ. Коллективра 12 арҫын. Музыка пӗлӗвне виҫҫӗшӗ ҫеҫ илнӗ, иккен. Вӗсен йышӗнче "Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫнисем те пур. Пӗр-пӗрне тӗрев парса, вӗрентсе пыраҫҫӗ ушкӑнра. Ансамбле ҫӳрекенсенчен ытларахӑшӗ - тивӗҫлӗ канӑва тухнӑскерсем. Ӗмӗтленмен те пысӑк сцена пирки, теҫҫӗ вӗсем. 

Ушкӑнра пурте сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Чи кӑсӑкли, пӗри те пирус туртмасть. Вӑхӑта кирлӗ-кирлӗмарпа усӑсӑр ирттерме пултараймастпӑр, теҫҫӗ. Ӗҫ планне темиҫе уйӑх малтан палӑртса концертсем йӗркелеҫҫӗ. Коллектив республикӑра ҫитмен вырӑн ҫук та пуль. Вӗсене тӑтӑшах ял уявӗсене йыхравлаҫҫӗ. Репертуарта чӑвашла тата вырӑсла юрӑсем. Сӑмах май, музыка хатӗрӗсене те ансамбле ҫӳрекен маҫтӑр ӑсталать. Халӑх умне илемлӗ тумпа тухмалла тата. Ӑна та ятарласа ҫӗлеттереҫҫӗ. Ҫи-пуҫа чӑваш эрешӗсемпе пуянлатма Кушар Юнтапари ал ӗҫ ӑсти пулӑшать. 

Ушкӑн республика тулашне те тухса ҫӳрет. Тӗрлӗ конкурса хутшӑнса пӗрре мар палӑрнӑ. Чи пӗлтерӗшлӗ наградӑсенчен пӗри - "Русская гармонь на Азовском море" Раҫҫейри фестивалӗн Гран-прине тивӗҫни. Краснодар тӑрӑхӗнче пулнӑ пултарулӑх тупӑшӑвӗнче чӑвашсем тӳресене те, куракансене те тӗлӗнтернӗ. Юрлама, ташлма ӑста пулсан, мӗншӗн-ха ҫакна пытарса пурӑнмалла, теҫҫӗ "алтӑрҫӑлтӑрсем". Ҫав вӑхӑтрах артистсен ӗмӗчӗсем те пысӑк - ялти культура ҫурчӗн тӑррине, сценӑпа куракансен залне ҫӗнетсен тем пекехччӗ, теҫҫӗ вӗсем. 

Вероника Павлова, Игорь Ульянов