Юрӑпа пурӑнсан, халӑхпа хутшӑнсан пурнӑҫ та илемлӗрех

Чӑваш наци конгресӗн пуҫарӑвӗпе кӑҫалхипе 8-мӗш хут регионсем хушшинчи "Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурс иртет. Ҫак кунсенче "Чӑваш хӗрарӑмӗ" комитет пайташӗсем финала тухнисем патне  ҫитсе курчӗҫ. Пурӗ тепӗр тапхӑра иртекенсем - 5. Вӗсем тӑван кил вучахне упранисӗр пуҫне медицина, культура, вӗренӳ тытӑмӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Ивановсемпе сюжетра паллаштаратпӑр. 

Пысӑк Чӑрӑш ялӗнчи Валерий Павловичпа Светлана Геннадьевна килӗнче хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илчӗҫ. Ӑруран ӑрӑва вӗрентсе пыни яланах асра. Килекен ҫынна ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илмелле, тӗпелелле иртме сӗнмелле. Валерий Иванов ҫак ялтах ҫуралнӑ, ҫамрӑкла тӗнчен тӗрлӗ кетесӗнче пурӑннӑ. Пӗр хушӑ Шупашкарта. Мӑшӑрӗ - Светлана Геннадьевна - хуларан. 90-мӗш ҫулсенче тӑван ялӗнче ҫурт ларнӑ, темиҫе ҫул каялла куҫсах килнӗ. Килӗ-ҫурчӗ кермен пек, курса ҫӳресе хуҫисен пултарулӑхӗпе, ӗҫченлӗхӗпе тӗлӗнмелли те сахал мар. Чӑн ҫӑтмах утравӗ тесе хакларӗҫ хӑнасем. Карта тулли выльӑх-чӗрлӗхӗ, кайӑк-кӗшӗкӗ. Путенесемпе, фазансем, павлинсем таранах. Хулара ҫуралнӑ ачисем ял пурнӑҫне ытларах кӑмӑлланӑ. Светлана Геннадьевна чӑваш чӗлхине юратсах ӑша хывнӑ.

Ивановсем вырӑнти ансамбльте юрлас-ташлас ӑсталӑхне аталантараҫҫӗ. Юрӑпа пурӑнсан, халӑхпа хутшӑнсан пурнӑҫ та илемлӗрех теҫҫӗ. Светлана Геннадьевнан сасси уҫӑ пулнӑран пӗччен юрлани чуна тыткӑнланине калаҫҫӗ пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекенсем. 

Ивановсем тымарӗсем пирки темиҫе сыпӑк таранах тӗпчесе пӗлнӗ, ламран-лама куҫакан йӑласене хисеплесе пӑхӑнаҫҫӗ, чӑвашлӑха мала хураҫҫӗ. 

"Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма" конкурса йӗркелекенсем ҫак кунсенче Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк тӑрӑхӗсене те ҫитнӗ. Умра тепӗр тапхӑр. Чи хумханулли те пӗлтерӗшли. Кӑҫалхи конкурса ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе ҫемьери кинӗпе хунямӑшне пӗрле хутшӑнма сӗннӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ юпа уйӑхӗнче Шупашкарта иртӗ. 

Алиса Александрова, Олег Цыпленков