Ӳнер тӗнчипе кӑсӑкланакансем, юлташӗсем, вӗренекенӗсем, мӑшӑрӗ тата ҫывӑх тӑванӗсем - Николай Николаева хисеплесе, сума суса, ӗҫӗсене пахалама чылайӑн пухӑнчӗҫ. Куравра ӳнерҫӗн тӗрлӗ вӑхӑтра калӑпланӑ 30 ытла картинине курма пулать. Маҫтӑр ытларах портретсем, натюрмортсем тата пейзажсем ӳкернӗ. Вӗсем урлӑ пурнӑҫа туллин сӑнлама, тӗрлӗ енчен уҫса пама тӑрӑшнӑ. Пухӑннисем Николай Николаев хӑйӗн ӗҫне васкамасӑр, чунне парса тунине каларӗҫ.
Николай Николаев уҫӑ кӑмӑллӑ, пурнӑҫа, ҫемйине юратакан, юлташсене яланах пулӑшма хатӗр ҫын пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем. Тус-юлташӗсем, ӗҫтешӗсем халӗ те ун пирки ӑшӑпа ҫеҫ аса илеҫҫӗ. Николай Николаевӑн ӗҫӗсемпе киленсе унӑн тӑванӗ - София Никифорова та ӳкерме пуҫланӑ. Куравра шӑпах хӗрачан пӗрремӗш картинисене хаклама май пулчӗ.
Куравра Николай Николаевӑн портречӗсене те курма пулать. Художника тӗрлӗ вӑхӑтра Герман Корягин, Валерий Пономарев, Николай Комаров ӳнерҫӗсем сӑнланӑ. Экспозици Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшчен ӗҫлӗ.
Оксана Верликова, Вадим Владимиров