Музейӗн пӳлӗмӗсенче - ӳнерӗн тӗрлӗ енлӗхӗпе тӗлӗнтерекен хайлавсем: живопиҫпе графикӑсӑр пуҫне, скульптура та, керамикӑпа текстиль, хурӑн хуппинчен хатӗрленӗ ӗҫсем те сумлӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ. 44 автор 130 ытла произведени тӑратнӑ.
Ӑрусен ҫыхӑнӑвне татма паманни - чи пӗлтерӗшли. Пултарулӑхӗпе ӳнерӗн ҫӳллӗ шайне ҫӗкленнӗ маҫтӑрсен хайлавӗсемпе юнашар хӑйсен ӗҫӗсене курни ҫамрӑксене хавхалантарать, вӗсен ҫулӗпе утса ӑсталӑхне куллен туптаса пыма хистет. Акӑ, Праски Витти каллех вӗр-ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе савӑнтарать. Николай Енилин, Юрий Матросов, Станислав Юхтар Чӑваш халӑх художникӗсем те ялан шыравра.
Курав уҫӑлнӑ чухне Союза ҫӗнӗ пайташсем йышӑнчӗҫ. Вӗсен йышӗнче - Чӗмпӗртен килнӗ Елена Уресметова та. Вӑл чӑваш халӑхӗн капӑр тумӗсене хатӗрлекен ӳнерҫӗ. Балтай Микуҫӗпе мӑшӑрӗ, Людмила Балтаева, 30 ҫул ытла ӗнтӗ хамӑрӑн авалхи эрешсемпе ҫи-пуҫа, илемлӗх хатӗрӗсене тӗпчеҫҫӗ, вӗсене ҫӗнӗ курӑмпа хатӗрлесе халӑха тавӑрса параҫҫӗ. Ҫак пӗлӗве вӗсем сӑмахлӑха, юмах-халапа тимлӗн сӑнаса тупаҫҫӗ.
Аслисене кура, ҫамрӑк ӳнерҫӗсем те паянхи куна сӑмах вӗҫҫӗн ҫитнӗ пуянлӑхра ахах-мерченне уйӑрса илме вӗренеҫҫӗ. Яш-кӗрӗмшӗн ӳнерти хальхи меслетсем илӗртӳллӗ.
Курава Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑран, кунта ҫӗнтерӳҫӗ-салтака, тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ картинӑсемпе скульптурӑсем чылай. Вӗсенче пирӗн асаттесемпе асаннесен шӑпи, иртнӗлӗх синкерӗпе паянхи кун шанӑҫӗ. Халӑхӑн пуласлӑхне те ҫирӗп ӗненӳпе пӑхасшӑн ӳнерҫӗсем. Станислав Юхтар иккӗленнӗрен мар, пире шухӑша ярас тесе картинине "Эпир пулнӑ..." ят парса вӗҫне виҫӗ пӑнчӑ лартнӑ. Кураври ӗҫсемпе Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне кайса ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшчен паллашма пулать.
Марина Карягина, Игорь Ульянов